Чăваш делегацийӗ – Мурманскра
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийӗнчи Чăвашсен наципе культура автономийӗн делегацийӗ – асăннă пӗрлӗхӗн ертӳçи Николай Федорович Гаврилов, пресс-секретарӗ Татьяна Дмитриевна Гаврилова тата автономи канашӗн пайташӗ Валериан Анатольевич Гаврилов «Чувашский край» Чăваш культура обществи чӗннипе Мурманск облаçне çитсе курчӗç.
Историллӗ вырăнсенче
Хăнасене Мурманск чăвашӗсен пӗрлӗхӗн иккӗмӗш председателӗ, ӗç ветеранӗ Валерий Осипов кӗтсе илчӗ. Çамрăк чух Валерий Петрович Лăпкă океан флотӗнче шыв ай кимми çинче хӗсметре тăнă, каярах Çурçӗр флотне куçнă. Служба вӗçленсен çурçӗрте пулă промышленноçӗнче ӗçлеме юлнă. «Раççей флотне 300 çул» патшалăх медальне илме тивӗçнӗ.
РФ ЧНКА делегацийӗ Совет Заполярьене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хӳтӗлекенсене асăнса лартнă мемориала çитсе пуç тайрӗ. Палăк кунти чи çӳллӗ (173 метр) сăрт çинче вырнаçнă. Ăна Заполярьене фашистсенчен ирӗке кăларнăранпа 30 çул çитнӗ çӗре – 1974 çулта – уçнă. Мемориал патӗнче пулнă хыççăн чăвашсен ушкăнӗ «Арктикăна парăнтаракансене» композицине те çитсе курчӗ. Мурманск – Раççейӗн Арктикăри форпосчӗ. Хулан историйӗ вăл йӗркеленнӗренпех çак сивӗ тăрăха тӗпчессипе тачă çыхăннă. Сквер варринче Çурçӗрти пăрлă океана тата унăн çулне сăнарланă полусферăна вырнаçтарнă, кунтах Арктикăна парăнтарни пирки хыпарлакан стендсем.
«Ленин» ледокол тăракан Тинӗс вокзалне те çитрӗ делегаци. Карап-музейпе юнашарах пуç хунă портовиксене халалланă палăк та пур. РФ ЧНКА пайташӗсене Мурманск чăвашӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Порфирьев ертсе çӳрерӗ. Вăл МЧС ӗçченӗ, подполковник. Хăй Чăваш Енри Канаш тăрăхӗнчи Çеçпӗл ялӗнчен.
Мурманскри историллӗ вырăнсенче пулса курнă хыççăн РФ ЧНКА председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов хулари кооператив техникумӗнче вӗренекенсемпе Паттăрлăх урокӗ ирттерчӗ. Ăна Мурманск облаçӗн Çамрăксен политикин комитечӗ йӗркелерӗ. Николай Федорович хăйӗн çар пурнăçӗнчи интереслӗ самантсем пирки каласа пачӗ, çамрăксен ыйтăвӗсем çине хуравларӗ. Чи интереслӗ ыйту паракансене асăнмалăх парнесем те пачӗ.
Тӗлпулусем
Çурçӗрти герой-хулара ӗçлӗ визитпа пулнă май Николай Гаврилов ертсе пыракан делегаци тата кунти «Чувашский край» пӗрлӗх Мурманск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн çумӗпе Артем Долговпа та тӗл пулчӗç. Николай Федорович патшалăх наци политикине еплерех пурнăçласа пыни, Раççейри Чăвашсен наципе культура автономийӗ регионсенчи пӗрлешӳсемпе мӗнле ӗçлени пирки каласа пачӗ, Артем Николаевича хăйӗн «Позывной Маэстро» кӗнекине парнелерӗ.
Раççей спортсменӗпе, кикбоксинг енӗпе тăхăр хутчен тӗнче чемпионӗпе, Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерӗпе Алмаз Гисмеевпа иртнӗ тӗлпулу та интереслӗ пулчӗ. Ятлă спортсмен Николай Федоровича юбилейлă пиçиххи парнелерӗ, чăваш спортсменӗсене Мурманск облаçӗнче иртекен ăмăртусене йыхравларӗ.
Çавра сӗтел
«Регионсен хушшинчи çыхăнусене аталантарасси» темăпа иртрӗ вырăнти чăвашсемпе йӗркеленӗ çавра сӗтел. Николай Гаврилов РФ ЧНКА ӗçӗпе паллаштарчӗ, Валериан Гаврилов Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи ЧНКА еплерех ӗçлени пирки каласа пачӗ. Мурманск облаçӗнчи чăвашсен ӗçӗ-хӗлӗпе «Чувашский край» обществăн председателӗ Зоя Габдуллова, пайташӗсем Светлана Абакшина, Дина Агеева тата Ирина Милиева паллаштарчӗç.
Çавра сӗтеле пӗтӗмлетсе унта хутшăнакансем ытти регионсенчи чăваш автономийӗсемпе тачăрах çыхăнса ӗçлемелле тесе пӗтӗмлетрӗç, Мурманскра вара Чăваш наципе культура автономийӗ туса хума палăртрӗç.
Концерт
РФ ЧНКА делегацийӗн Мурманскри Чукун çул ӗçченӗсен Культура керменӗнче иртрӗ, «Чувашский край» обществăн юбилейне халалланă концерта та хутшăнма май пулчӗ. Палăртса хăвармалла, унта çак облаçри пултарулăх коллективӗсем кăна мар, темиçе регионтан – Мускавран, Санкт-Петербургран, Комирен, Карелирен, Камчаткăран – килнӗ артистсем те хутшăнчӗç. Фойере чăваш культурин куравне те йӗркеленӗччӗ. Концертри тӗрлӗ халăх юрри-ташши Мурманск облаçӗ нумай нациллӗ регион пулнине тӳрех ăнланса илме пулăшать.
Зоя Габдуллова куракансене саламланă май çак мероприятие хаклă хăнасем – Раççей Геройӗ, РФ ЧНКА председателӗ Николай Гаврилов, Мурманскри чăвашсен обществин пӗрремӗш ертӳçи Валериан Гаврилов – килни вӗсемшӗн питӗ пысăк савăнăç пулнине палăртрӗ.
Çавăн пекех Кольск çур утравӗнче пурăнакан чăвашсен пӗрлӗхне саламлама Мурманск облаçӗн Думин депутачӗ Михаил Белошеев, Шалти политика министерствин представителӗ Оксана Милентьева та килнӗччӗ. Чăвашсен уявӗ нумай халăха пӗрле пуçтарса савăнăç парнелерӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев