News by date 18 August 2023
-
Члены депутатского объединения «Мәрхәмәт-Милосердие» организуют горячую линию по вопросам образования
В понедельник, 21 августа начнет свою работу телефонная горячая линия по вопросам образования (о проблемах приема в дошкольные образовательные организации, школы (1 и 10 классы), средние специальные учебные заведения, высшие образовательные учреждения). Горячая линия пройдет на площадке Аппарата Уполномоченного по правам человека в Республике Татарстан (г. Казань , ул. К. Маркса, д. 61, 3 этаж)
-
ХАМĂРĂННИСЕМШӖН ÇУЛ УÇĂ
Иртнӗ шăматкун Хусанта дизайнерсемпе иртнӗ конкурс-фестиваль пирӗн сăмахсене çирӗплетет.
-
НИХĂÇАН ПУЛМАН КУРАВ
2023 çулхи августăн 29-мӗшӗнче, 13.00 сехетре Хусан Кремлӗнчи Йышăну вырăнӗсенче (1 подьезд, 2 хут) Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчи XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурринчи йăлана кӗнӗ тумӗсене реконструкцилессипе историпе этнографи проекчӗн хăтлавӗ уçăлать.
-
Çутҫанталӑка пирĕн кашнин упрамалла
ТР Экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерствин инспекторӗ Венера Мингалеева Ҫарӑмсан районӗнче Лашманки ял тӑрӑхӗн библиотекарӗпе Гульшат Аглямовӑпа пӗрле Амирова ялӗнче ачасем валли «Ҫутҫанталӑка упра» экологи уçă урок йĕркеленĕ.
-
Тутарстан Республикин Раисĕ Димитровград хулинче
Рустам Минниханова Алексей Русских кĕтсе илнĕ.
-
Ковидпа чирлекенсен шучӗ 63 процент ӳснӗ
Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тăрăх, юлашки уйăхра чирлекенсен шучӗ 63 процента ӳснӗ, вилекенсен шучӗ 56 процента чакнă.
-
Каллех ача путнă
Менделеевски районӗнчи Тойма юханшывӗнче августăн 17-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чух 8-ти ача путса вилнине пӗлтерет ТР МЧСӗн пресс-служби.
-
Паснапуçăн пӗчӗк ал ăстисем хăйсен ӗçне Р.Минниханова кăтартнă
Учительсен августри ларăвне педагогсем республикăн кашни кӗтесӗнченех килеççӗ. Ӗçне хутшăнакансем те сахалăн мар. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова акă 3-мӗш класра вӗренекен Кристинăпа Софья Карабаевăсемпе пӗрле курава хутшăнса чăваш тӗррипе, пуç тăхăнмаллисем хатӗрлессипе мастер-класс кăтартнă.
-
Республикăра хăмăр упасен шучӗ ӳснӗ
Паянхи кун тӗлне республика территорийӗнче 70 хăмăр упа пурăнать. Вӗсен йышӗ ӳссе пынине, вăрмансенче чӗрчунсем нумаййине тата çакă çынсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе хăмăр упана Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларасшăн.
-
Скутер хуçи паллă
«ТАТМЕДИА» АО 2023 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗ валли икӗ кӑларӑмран кая мар ҫырӑннисен хушшинче хаклӑ парнесем вылянтарнӑ. «Скутер, телевизор тата ытти призсене ҫырӑннӑшӑн» акцие Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗсенчен 420 вулакан, ҫав шутра Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчен 14 çын хутшӑннӑ.
-
АННА МАРКОВĂНА ЮБИЛЕЙ ЯЧĔПЕ
Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Анна Васильевна МАРКОВА августăн 18-мӗшӗнче 45 çул тултарать. Хаклă та юратнă кине, мăшăра, аннене, инкене, хӗре, аккана юбилей ячӗпе саламлатпăр! Чи кирли çирӗп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçланса пытăр.
-
Елена Сергеевна ИЛЬИНАНА çуралнă кун ячӗпе
Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнче пурăнакан Елена Сергеевна ИЛЬИНАНА çуралнă кун ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Пархатарлă та вăрăм кун-çул, кăкăр тулли çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, пурнăçра ăнăçу сунатпăр. Ӗмӗтӳсем çитсех пыччăр, çумра яланах юратнă çыннусем пулччăр.
-
Сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр. Хутшăнмасăр ан юлăр!
«Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă «Сувар» – чи çывăх юлташ» сăнӳкерчӗксен конкурсӗ малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Редакцие сăнӳкерчӗксем килсех тăраççӗ. Эсир ярса патăр-и-ха?
-
«Халăхсен эткерӗ» конкурс
Конкурса ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхипе ытти халăхсен тăван чӗлхисене аталантарассипе ятарлă комисси пулӑшнипе ТНВ телеканал пуçланă.