Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАМĂРĂННИСЕМШӖН ÇУЛ УÇĂ

Иртнӗ шăматкун Хусанта дизайнерсемпе иртнӗ конкурс-фестиваль пирӗн сăмахсене çирӗплетет.

Раççейри тавар тăвакансене, ӳнерçӗсене, дизайнерсене хавхалантарма, продукцине анлă сарма усă куракан патне, çăмăллăн çитерме тăтăш мероприятисем йӗркелеççӗ. Иртнӗ шăматкун Хусанта дизайнерсемпе иртнӗ конкурс-фестиваль пирӗн сăмахсене çирӗплетет.

Августăн 12-мӗшӗнче Хусанта «Volga Fashion Show» фестивальте çӗршыври 20 ытла дизайнер тум коллекцийӗсене кăтартрӗ. Вӗсене жюрире ларакан экспертсем тимлӗн пăхса хакларӗç. Кăçалхипе саккăрмӗш хут иртекен мероприятие модăпа интересленекенсем лайăх пӗлеççӗ.

Хусанти куравран финала виçӗ дизайнер тухрӗ: Мускавран Ксения Королева «Гипно» коллекципе, Новосибирскран килнӗ Светлана Шпадырева апсайклинг (пӗрре усă курнă япаласенчен çӗннине ăсталани) коллекцийӗпе тата Новороссийскран Ева Кутинова трикотаж коллекцийӗпе. Вӗсем пурте октябрӗн 21-мӗшӗнче Мускавра иртекен финала хутшăнӗç.

Сăнӳкерчӗк «Volga Fashion Show» йӗркелӳçисенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество