Скутер хуçи паллă
«ТАТМЕДИА» АО 2023 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗ валли икӗ кӑларӑмран кая мар ҫырӑннисен хушшинче хаклӑ парнесем вылянтарнӑ. «Скутер, телевизор тата ытти призсене ҫырӑннӑшӑн» акцие Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗсенчен 420 вулакан, ҫав шутра Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчен 14 çын хутшӑннӑ.
«Ытти регионсенчен хутшӑнакансен йышӗ ӳсни савӑнтарать. Сӑмахран, Тюмень облаҫӗнчен, Пушкӑртстанран, Красноярск крайӗнчен, Самар, Пенза тата Ульяновск облаҫӗсенчен ҫырӑнса илекенсем те пур пирӗн», — каласа панă «ТАТМЕДИА» PR-директорӗ Лейсан Сафина.
Телевизор, газонокосилка, триммер, шуруповерт, пылесос, улма-ҫырла валли сушилка, тонометрсемпе утюгсем хуçисем паллă. Парнесене августӑн 24-мӗшӗнче Хусана килсе илмелле. Акцин тӗп парни – скутер – Менделеевск районне кайӗ.
2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнтару кӗҫех пуҫланать, ҫырӑнакансем хушшинче черетлӗ розыгрыш пулассине те пĕлтерчĕç медиахолдинг ĕçченĕсем.
«ТАТМЕДИА» шутне 98 район, хула тата республика хаҫачӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене тутар, вырӑс, чӑваш тата удмурт чӗлхисемпе пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕк "Татар-информ" ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев