Сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр. Хутшăнмасăр ан юлăр!
«Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă «Сувар» – чи çывăх юлташ» сăнӳкерчӗксен конкурсӗ малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Редакцие сăнӳкерчӗксем килсех тăраççӗ. Эсир ярса патăр-и-ха?
Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? «Сувар» хаçатпа сăн ӳкермелле. Сăнӳкерчӗк урлă хăвăр (е ытти вулакансем) хаçата еплерех юратнине, хисепленине, вăл сирӗн пурнăçра мӗнле вырăн йышăннине палăртма тăрăшмалла. Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци хаçат логотипӗллӗ парнесемпе чыслать. Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Конкурс комиссийӗ чи интереслӗ сăнӳкерчӗксене суйласа илсе Гран-при, пӗр 1-мӗш, икӗ 2-мӗш тата виçӗ 3-мӗш вырăнсем палăртать конкурса хутшăнакансен хушшинче. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, çавăн пекех редакцин социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Конкурса 2023 çулхи октябрь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.
Сăнӳкерчӗксене «Фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗк авторӗн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. Сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр. Хутшăнмасăр ан юлăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев