Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çутҫанталӑка пирĕн кашнин упрамалла

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерствин инспекторӗ Венера Мингалеева Ҫарӑмсан районӗнче Лашманки ял тӑрӑхӗн библиотекарӗпе Гульшат Аглямовӑпа пӗрле Амирова ялӗнче ачасем валли «Ҫутҫанталӑка упра» экологи уçă урок йĕркеленĕ.

Заняти уҫӑ сывлӑшра, вырӑнти паркра иртнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ илме 25 ача килнӗ, вӗсен хушшинче Нижневартовскран, Мускавран тата Санкт-Петербургран каникула килнĕ ачасем те пулнă. ТР Экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерствин инспекторӗ шкул ачисене ҫынпа ҫутҫанталӑк пĕр-пĕрин çине мӗнле витӗм кӳнине каласа панă. Çынсем, кашни минутра 2 миллион пластик пакетпа усӑ кураҫҫӗ, пластик вара тинĕсре чӗрчуна сиен кÿрет. Кашнийĕмĕр ҫутҫанталӑка пулăшма пултаратпăр, тĕслĕхрен пакетсем вырӑнне пир сумкӑсемпе усӑ курса. Ачасене усӑллӑ йӑласемсӗр пуҫне пирӗн республикӑра сайра тӗл пулакан ӳсен-тӑранпа чӗрчунсем ҫинчен те каласа панă.

Тĕлпулуран ачасем нумай çĕннине пĕлнисĕр пуçне тата сăрласа илемлетмелле кӗнекепе те таврăннă.

Сăнÿкерчĕк eco.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология