Тутарстан Республикин Раисĕ Димитровград хулинче
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин Раисĕ Димитровград хулинче

Рустам Минниханова Алексей Русских кĕтсе илнĕ.

Татарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов Димитровградри Патшалӑх наука центрне – Атом реакторӗсен наукӑпа тӗпчев институтне (НИИАР) ҫитсе курнă. Ҫавӑн пекех вӑл нумай тӗллевлӗ ядерлӑ реактора пӑхса тухнӑ, вӑл Раҫҫейре атом отрасльне аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ объект шутланнине палăртнă.

Объекта 2015 ҫулта тума пуçланă, ӑна хута яма 2027 ҫулта палӑртнӑ. Строительствӑна студент отрячĕсем хутшăнаççĕ, вӗсен шутӗнче Тутарстанран 14 студент.

Кунсăр пуçне ертӳçĕсем медицина радиологийӗпе онкологи центрĕнче, «Мастер» индустри паркĕнче, «Авиастарт» заводра пулса курнă.

Сăнÿкерчĕксем rais.tatarstan.ru сайтран. 

 


Раис РТ

Нет комментариев