Каллех ача путнă
Менделеевски районӗнчи Тойма юханшывӗнче августăн 17-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чух 8-ти ача путса вилнине пӗлтерет ТР МЧСӗн пресс-служби.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, тăватă тус çав кун Тойма юханшывне аслисемсӗрех шыва кӗме кайнă. Шыва кӗнӗ вăхăтра сасартăк хайхи 8-ти ачана юхăм шалалла сӗтӗрме тытăннă, тусӗсем тем пек тăрăшсан та тытса ӗлкӗреймен ăна. Çапла тусӗ юхса кайнă та шыв айӗнче çухалнă.
Темиçе сехет шыранă хыççăн водолазсем каç енне 16 сехет иртсен тин виллине çырантан 2 метрта тупнă. Шыв айӗнчи юхăм вăйлине курах ку вырăн шыва кӗме юрăхлă пулман ӗнтӗ, анчах ачасем çакна е пӗлмен, е пӗлсе тăрсах хăлхана чикмен. Хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев