Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра хăмăр упасен шучӗ ӳснӗ

Паянхи кун тӗлне республика территорийӗнче 70 хăмăр упа пурăнать. Вӗсен йышӗ ӳссе пынине, вăрмансенче чӗрчунсем нумаййине тата çакă çынсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе хăмăр упана Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларасшăн.

ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитетӗнче Обществăлла канашăн ларăвӗ иртнӗ. Мероприятие асăннă комитетăн председателӗ Федор Батков та хутшăннă.

Хăмăр упана Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларма май пурри çинчен Чӗрчунсемпе ӳсен-тăран тӗнчине упрассипе ӗçлекен управленийӗн пуçлăхӗ Ринат Чиспияков каласа панă. «Паянхи кун тӗлне республика территорийӗнче 70 хăмăр упа пурăнать. Вӗсен йышӗ ӳссе пынине, вăрмансенче чӗрчунсем нумаййине тата çакă çынсемшӗн хăрушлăх кăларса тăратнине шута илсе хăмăр упана Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекинчен кăларма сӗнетпӗр. Çакна тусан пирӗн халăха хăрушлăхран хăтармашкăн мерăсем йышăнма майсем пулаççӗ», – тенӗ вăл.

Ларура çавăн пекех çул çинче тискер чӗрчунсемпе пулса иртекен инкексене мӗнлерех сахаллатма пулни пирки те сӳтсе явнă. Ку ыйтупа Чӗрчунсемпе ӳсен-тăран тӗнчин тата уйрăмах вăйлă сыхлакан патшалăх территорийӗн патшалăх надзорӗн управленийӗн пуçлăхӗ Радик Мутахаров каласа панă. «Çулсем тăвасси, уйрăмах пысăк хăвăртлăхлисене, аталанса пынă май экологи хăрушсăрлăхӗн системине аталантарас ыйту та çивӗч тăрать. Çул çинче тискер чӗрчунсемпе пулса иртекен инкексен шутне чакарма тăрăшмалла. Çак енӗпе проект организацийӗсемпе пӗрлехи ӗç илсе пыратпăр. Çул каççисене карталаса уйрăм иртмелли вырăнсем тăвассипе ӗçлетпӗр. Юлашки 5 çулта республика çулӗсем çинче 154 çул-йӗр палли лартнă. М12 трассăна тунă чух тискер чӗрчунсене çул урлă каçма ятарлă каçăсем тунă – 7-шӗ тоннель евӗрлӗ, 3-шӗ ландшафлă кӗпер пек», – тесе каласа панă вăл.

 

ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн материалӗ тăрăх.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев