News by date 19 September 2025
-
Тринадцатое заседание Государственного Совета Республики Татарстан состоится 25 сентября
По словам секретаря Государственного Совета Лилии Мариной планируется рассмотреть 19 вопросов.
-
«Наци кросне» 15 пин çын хутшăнать
Сентябрӗн 20-мӗшӗнче иртекен «Наци кросне» хутшăнас текенсене Хусанта икӗ площадкӑра кӗтеççӗ: «Урам» экстрим-паркра тата Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра. Официаллӑ старта 12:00 сехетре тухаççӗ.
-
Паян Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Раисӗн должноçне йышăнчӗ
Мероприяти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысӑк концерт залӗнче иртрӗ. Церемоние ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. ТР Раисӗн должноçне кӗнипе çыхӑннӑ мероприятие РФ патшалӑх власть органӗсен, ТР министерствисемпе ведомствисен, муниципаллӑ власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен, обществӑлла организацисен представителӗсем, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнчӗç.
-
Кăçал пулнă 30 аварире руль умӗнче çул çитмен ача ларнă
Тутарстанра çул çитмен ачасем транспорт çӳретнӗ тӗслӗхсем йышланнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пулнă 30 аварире руль умӗнче шăпах вӗсем ларнă иккен. Аварисенче çул çитмен пӗр ача вилнӗ, 29-шӗ аманнă. Кун çинчен республикăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
-
Раççей Геройӗ Михаил Марцев Рустам Минниханова ТР Раисӗн должноçне йышăннă ятпа саламларӗ
Паян Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Раисӗн должноçне йышăнас торжествăлла церемоние пирӗн мухтавлă ентешӗмӗр, Раççей Геройӗ, СВО паттăрӗ, тинӗс пехотин батальонӗн командирӗ, гварди подполковникӗ, Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ Михаил Марцев та хутшăнчӗ.
-
Агроном малашне колорадо нăрри ӗрчессине маларах пӗлсе тăрӗ
Агрометеорологин пӗрлехи даннăйӗсен мониторингӗ агронома малашне ӳсентăран чирӗсем, курăк пыйти, лӗпӗш хурчӗ, колорадо нăрри тата ытти сăтăрçăсем ӗрчесе каяссине маларах пӗлсе вăхăтра тивӗçлӗ мерăсем йышăнма май парӗ. Автоматизациленӗ метеостанцисем йăлтах хальхи вăхăт режимӗпе сăнаса тăрӗç, çав шутра сывлăш, тăпра температурине, нӳрӗкне, атмосфера пусăмне, çил хăвăртлăхне, çумăр-юр мӗн чухлӗ çунине, ультрафиолет шайне те.
-
Ыран Халăхсен хушшинчи «Интервидение» юрă конкурсӗн финалне Хусанти «Елмай» паркра тӳрӗ эфирта пăхма пулать
Ыран, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, Мускавра Халăхсен хушшинчи «Интервидение» юрă конкурсӗн финалӗ иртет.
-
Китай парламентарийӗ Пэн Цинхуа Мускавран тӳрех Хусана çул тытрӗ
Китайри Халӑх представителӗсен пухӑвӗн Яланхи Комитечӗн председатель çумне Пэн Цинхуана «Казань» аэропортра Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин кӗтсе илчӗ