Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Наци кросне» 15 пин çын хутшăнать

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче иртекен «Наци кросне» хутшăнас текенсене Хусанта икӗ площадкӑра кӗтеççӗ: «Урам» экстрим-паркра тата Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра. Официаллӑ старта 12:00 сехетре тухаççӗ.

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче иртекен «Наци кросне» хутшăнас текенсене Хусанта икӗ площадкӑра кӗтеççӗ: «Урам» экстрим-паркра тата Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра. Официаллӑ старта 12:00 сехетре тухаççӗ. 
 
Кун пирки сентябрӗн 16-­­­мӗ­­шӗнче «Татар-информ­ра» иртнӗ пресс-конференцире Хусанти физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗн çумӗ Ришат Ибатуллин пӗлтерчӗ. Юдинӑри «Локомотив» стадионра 2, 4, 6, 8 тата 12 километрлӑ дистанцисене старта тухӗç. Кунта хутшӑнакансем,  тӗпрен илсен, Хусанти спорт шкулӗсенче вӗренекенсем. 
«Урам» экстрим-паркра ветерансем, çемьесем икӗ километр чупса тухӗç. Чи малтан «Добрая Казань» йӗркеленӗ Ыркӑмӑллӑх чупӑвӗ  (сусăррисем валли) пулать. 
«Наци кросӗ» автомобилистсене чăрмантармасăр иртӗ. «Урам» экстрим-паркран Казанка çыранӗпе Кремль еннелле чупӗç старта тухнисем. 
Çакна асăрхаттармалла, сентябрӗн 20-мӗшӗнче кроса тухас тесен халех регистраци иртмелле, Хусанти Ташаяк урамӗнчи 4-мӗш çуртăн (Тӗп стадион) 2-мӗш хутӗнче тума пулать çакна. Харпăр документсемпе пӗрле медицина справки, страховка пулмалла. Регистрацие сентябрӗн 15 – 19-мӗшсенче 10 – 19 сехетсенче иртме пулать, анчах чи малтан «Наци кросне» хутшăнма кăмăл пуррине Гос­услуги порталта палăртмалла. Кăкăр çине çакмалли номере çакăнтах параççӗ, йӗркелӳçӗсем 15000 номер хатӗрленӗ те. «Наци кросне» хутшăннăшăн укçа тӳлемелле мар. Çакна та асра тытмалла: регистраци иртнӗ чух мӗнле дистанцие чупма килӗшнӗ, шăматкун та çав дистанциех чупмалла. Калăпăр, 8 километра чупма килӗшнӗ-тӗк, 6 километра улăштарма çук. «Урам» парка пымалла мар, Юдинăри «Локомотивах» кайма тивет. Спикерсем «Наци кросне» хутшăнакансене палăртнă вырăна вăхăтра çитме ыйтрӗç.  
Паллă спортсменсенчен – «УНИКС», «Ак Барс», «Рубин» командăсенче вылякансенчен – автограф илме пулать «Наци кросӗнче».
 
Татьяна ТАРАСОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: акция