Тутарстанра çул çитмен ачасем транспорт çӳретнӗ тӗслӗхсем йышланнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пулнă 30 аварире руль умӗнче шăпах вӗсем ларнă иккен. Аварисенче çул çитмен пӗр ача вилнӗ, 29-шӗ аманнă. Кун çинчен республикăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Халăха нумай хумхантарнă аварисенчен пӗри кăçал августăн 17-мӗшӗнче Спас районӗнче пулнă. Çулпа пыракан 15-ри водитель машинине итлеттерейменнипе çул айккине чăмнă та çаврăнса çапăннă кунта. Шел, хăй сывă юлайман, инкек вăхăтӗнче салонра 24-ри пассажир та пулнă. Каярах паллă пулнă тăрăх, 15-ри ача кукашшӗн машинипе час-часах ярăнма кăмăлланă иккен.
Тутарстанри заправкăсенче çул çитмен ачасене бензин сутма чарăннă пулсан та, автоинспекторсем рейдсем ирттерсех тдрсан та çулсем çинче питбайкпа çӳрекен ачасем çаплах курăнкалаççӗ-ха.
Нет комментариев