Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Раисӗн должноçне йышăнчӗ

Мероприяти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысӑк концерт залӗнче иртрӗ. Церемоние ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. ТР Раисӗн должноçне кӗнипе çыхӑннӑ мероприятие РФ патшалӑх власть органӗсен, ТР министерствисемпе ведомствисен, муниципаллӑ власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен, обществӑлла организацисен представителӗсем, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнчӗç.

 Паян, сентябрӗн 19-мӗшӗнче, Тутарстанӑн малашнехи 5 çуллӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ историлле пулӑмӗ Рустам Минниханов ТР Раисӗн должноçне йышӑнни пулчӗ.

Мероприяти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысӑк концерт залӗнче иртрӗ. Церемоние ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ.

ТР Раисӗн должноçне кӗнипе çыхӑннӑ мероприятие РФ патшалӑх власть органӗсен, ТР министерствисемпе ведомствисен, муниципаллӑ власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен, обществӑлла организацисен представителӗсем, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хутшӑнчӗç.

ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин  мероприятие хутшӑнакансене тата хисеплӗ хӑнасене саламларӗ. Суйлавра Рустам Миннихановшăн суйлавçăсен ытларах пайӗ сасăланине каласа ку республикăра пурăнакансем ăна шаннине пӗлтерет тесе палăртрӗ.

Ун хыççăн сăмах Раççей Федерацийӗн Правительствин председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин илчӗ. Вăл Тутарстанăн çитӗнӗвӗсем тӳрреммӗнех Рустам Миннихановăн тата унăн çирӗп командин ӗçӗпе çыхăннине палăртрӗ. Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Рустам Минниханов Раççей регионӗсен пуçлăхӗсенчен процентпа пăхсан чи нумай сасă пуçтарнине палăртрӗ. Ун шучӗпе ку ТР Раисӗн пысăк авторитечӗн кăтартăвӗ. Малалла РФ ФС Патшалӑх Думин Председателӗн çумӗ Александр Бабаков, Раççей Геройӗ Михаил Марцев саламларӗç. Хаклă хăнасен шутӗнче Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗ, Тутарстан Патшалӑх Канашçи Минтимер Шаймиев, ют çӗршывсен чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ элчисем, Раççей Федерацийӗн субъекчӗсен пуçлӑхӗсем, ятарлӑ çар операцийӗн Геройӗсем тата ыттисем те пулчӗç.

Çак кун Рустам Минниханова ТР Раисӗн должноçне кӗнӗ ятпа саламлӑ телеграммӑсем нумай çитрӗç.

Вӗсене пурне те Фарид Мухаметшин вуласа пачӗ.

Юлашкинчен ТР Раисӗ Рустам Минниханов хӑйне малалла та республикăна ертсе пыма шаннăшăн тутарстансене, РФ Президентне Владимир Путина, ТР Патшалӑх Канашçине, хӑйӗн наставникне Минтимер Шаймиева тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ