Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран Халăхсен хушшинчи «Интервидение» юрă конкурсӗн финалне Хусанти «Елмай» паркра тӳрӗ эфирта пăхма пулать

Ыран, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, Мускавра Халăхсен хушшинчи «Интервидение» юрă конкурсӗн финалӗ иртет.

Унта Раççей, Беларусь, Китай, Вьетнам, АПШ, Казахстан, ОАЭ, Серби тата ытти çӗршывсен çăлтăрӗсем хутшăнаççӗ.

Раççей чысне конкурсра Шаман хӳтӗлет. Вăл «Прямо по сердцу» юрăпа сцена çине тăххăрмӗш тухать. Юррăн сăмахӗсемпе кӗввине паллӑ музыкант Максим Фадеев  çырнă.

Çак конкурс иртнӗ вăхăт тӗлне Хусанта та мероприяти йӗркелеççӗ. «Елмай» паркра 19.00 сехетре концерт пуçланать. Унта ABIEM Project, Татьяна Ефремова, Михаил Урицкий, «Дышать» ушкăн, çавăн пекех  Мингазов Band хăйсен хичӗсемпе сцена çине тухӗç.

Концерт вӗçленсен, 20.30 сехетре вара Халăхсен хушшинчи «Интервидение» юрă конкурсӗн финалне пысăк экран çинче тӳрӗ эфирпа кăтартӗç. Мероприяти тӳлевсӗр.

 

Сăнӳкерчӗксем: И.Трифонова, «Татмедиа» агентство.

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс