Китай парламентарийӗ Пэн Цинхуа Мускавран тӳрех Хусана çул тытрӗ
Китайри Халӑх представителӗсен пухӑвӗн Яланхи Комитечӗн председатель çумне Пэн Цинхуана «Казань» аэропортра Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин кӗтсе илчӗ
Ӗнер, сентябрӗн 18-мӗшӗнче Китайри Халӑх представителӗсен пухӑвӗн Яланхи Комитечӗн председатель çумӗ Пэн Цинхуа Хусана ӗçпе килнӗ. Г.Тукай ячӗллӗ халăхсен хушшинчи «Казань» аэропортра Пэн Цинхуа господина Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин кӗтсе илчӗ.
Пысăк хăна Раçее ӗçлӗ визитпа килнӗ. Хусана киличчен Мускавра Пэн Цинхуа РФ Федераци Пухăвӗн Патшалӑх Думин Председателӗпе Вячеслав Володинпа тӗл пулнӑ. Парламентарисем Раççейпе Китай парламенчӗсен хушшинчи ӗçлӗ диалога аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă. Çав кунах Патшалӑх Думин Председатель çумӗ Александр Бабаков ертсе пынипе икӗ çӗршывăн парламенчӗсен комиссийӗ çумӗнчи депутатсен пӗрлехи ӗç ушкӑнӗн тӑваттӑмӗш ларӑвӗ иртрӗ.
Тутарстанра Пэн Цинхуа Тутарстанӑн экономика лару-тăрăвӗпе, инвестици, культурӑпа вӗренӳ вӑй-хӑвачӗпе паллашма интереслӗ пулнине пӗлтернӗ. Чăн малтан пысăк хăна Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗн çӗнӗ çурчӗпе паллашма кăмăл тунă.
Паян, сентябрӗн 19-мӗшӗнче Пэн Цинхуа И.Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-парка, Хусанти федераллӑ университета çитсе килме шутлать. Университетра вăл аслă шкул историйӗн музейне, В.И. Ульянов-Ленинăн мемориал пӳлӗмне кӗрсе курасшăн. Каярах ун планӗнче – республикӑри ача-пӑча клиника больницин ӗçӗпе паллашасси. Тӗн конфессийӗсен объекчӗсене çитме те план пур. Çавсен шутӗнче Хусан Кремлӗнчи Кул-Шариф мечӗтпе Благовещени соборӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев