Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Геройӗ Михаил Марцев Рустам Минниханова ТР Раисӗн должноçне йышăннă ятпа саламларӗ

Паян Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Раисӗн должноçне йышăнас торжествăлла церемоние пирӗн мухтавлă ентешӗмӗр, Раççей Геройӗ, СВО паттăрӗ, тинӗс пехотин батальонӗн командирӗ, гварди подполковникӗ, Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ Михаил Марцев та хутшăнчӗ.

«Рустам Минниханов – хăй тавра вăйлă команда пуçтарнă вăйлă лидер. Вăл республикăна малалла ертсе пырать, СВОна хутшăнакансене те пулăшать. Тинӗс пехотин командирӗ пулнă май пӗр-пӗринпе юнашар ӗçленин кирлӗлӗхне питӗ лайăх ăнланатăп. Çапла тусан кăна çитӗнӳ тума, малалла кайма пулать. Çар çыннисен енчен çакна палăртас килет: эпир Тутарстан аталаннине куратпăр, республика пире ăнланнине, тӗрев панине туятпăр, пирӗн тăвансене пулăшнине куратпăр», – терӗ вăл сăмах каланă чух.

Михаил Марцевăн сăмахӗсемпе, паян Тутарстан, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пекех, салтаксемшӗн шанчăклă тыл пулса тăрать, çӗнтерӳшӗн çине тăрса тăрăшать.

«Эпир Тăван çӗршывшăн, çынсен хăрушсăрлăхӗшӗн, пулас ăрусемшӗн çапăçатпăр. Рустам Нургалиевич, Сире Тутарстан Республикин Раисӗн должноçӗнче ӗçлеме пуçланă ятпа саламлама, çăмăл мар ӗçӗрте çитӗнӳсем тумашкăн сунма ирӗк парсамăр», – терӗ Раççей Геройӗ.

 

Сăнӳкерчӗк: тӳрӗ трансляцирен тунă скриншот («Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев