Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Агроном малашне колорадо нăрри ӗрчессине маларах пӗлсе тăрӗ

Агрометеорологин пӗрлехи даннăйӗсен мониторингӗ агронома малашне ӳсентăран чирӗсем, курăк пыйти, лӗпӗш хурчӗ, колорадо нăрри тата ытти сăтăрçăсем ӗрчесе каяссине маларах пӗлсе вăхăтра тивӗçлӗ мерăсем йышăнма май парӗ. Автоматизациленӗ метеостанцисем йăлтах хальхи вăхăт режимӗпе сăнаса тăрӗç, çав шутра сывлăш, тăпра температурине, нӳрӗкне, атмосфера пусăмне, çил хăвăртлăхне, çумăр-юр мӗн чухлӗ çунине, ультрафиолет шайне те.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви «Росгидрометпа» пӗрле Раççейре пӗрремӗш «Агрометеомониторинг» комплекслă системăна туса хунă. Пилотлă проект Тутарстанра кăçал хута кайнă. Тӗпрен илсен, ял хуçалăх отраслӗнчи проблемăсене татса пама пулăшӗ вăл. Çаплах система çанталăк условийӗсем улшăнни ӳсентăран чирӗсемпе сăтăрçисем ӗрчессине мӗнле витӗм панине сăнама май парӗ.

Автоматизациленӗ  метеостанцисем республикăн кашни районӗнче вырнаçса территорисен 100 процентнех пăхса тăрӗç. Системăн хăйевӗрлӗхӗ вăл –  оборудованисене сотовăй çыхăну вышкисем çине вырнаçтарни. Çапла майпа агрометеорологи условийӗсемпе фенологи фази ӳсентăран чирӗсемпе сăтăрçисем çине мӗнле витӗм панине тӗпчӗç.

«Программа тивӗçтерӗвне шутласа кăларнă «Агропромцифрăшăн» ăна практикăра тӗрӗслени çав тери пӗлтерӗшлӗ. Проект цифра экосистеминех йӗркелет капла, аграрисем хальхи вăхăт режимӗпе пурнăçланакан çак аналитика сервисӗпе усă курса ку е вăл инкек страхлав пулăмӗ пулнине çирӗплетнӗ, ӳсен-тăран чирӗсемпе сăтăрçисем ӗрчессин прогнозне тунă чух усă курӗç. Хальхи технологисем аграрисемшӗн усăллă ӗçлемеллине, Тутарстан опытне çӗршывӗпех сарама никӗс хывнине кăтартать ку»,– тенӗ «Агропромцифра» АО генеральнăй директорӗ Ольга Чебунина Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week формура.

«Метеомониторинг» ял хуçалăх производителӗсен çухатăвӗсене чакарма пулăшать. Цифра технологийӗсем тата тӗрӗс çӗр ӗçӗ ял хуçалăхӗн эффективнăçне ӳстерет. Аграрисем халӗ оперативлă метеоданнăйсемпе усă курса системăна хастар тӗрӗслеççӗ иккен. Палăртса хăварар, сентябрӗн 18-мӗшӗнче ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствипе «Ростелеком» пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӗве алă пуснă. (Сăнӳкерчӗк kazandigitalweek.сайтран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество