News by date 20 October 2025
-
Музейсен форумӗ
«Музей Олимпӗ» форума çӗршыври мӗнпур федераллă округран 189 заявка панă, финала 5 номинацире 23 проект тухнă.
-
Элтияр Александров чăвашсен мифологийӗпе кӗнеке кăларнă
Автор хӑйӗн ӗçӗнче 9-мӗш ӗмӗртен пуçласа паянхи кунчченхи тапхӑра илнӗ, чӑвашсем тӗнчене мӗнле курни тата вӗсен уяв йӑли-йӗрки çинчен çырса кӑтартнӑ.
-
Рустам Минниханов КНИТУ – КАИ аталанăвӗ валли ятарласа çӗнӗ грант çирӗплетнӗ
Указпа килӗшӳллӗн, грант Тутарстан Республикин бюджетӗнчен парăнать, ун калăпăшӗ 100 миллион тенкӗпе танлашӗ.
-
Выртса тăракансене пăхма вӗрентеççӗ
Тутарстанра «Çемье» нацпроект шайӗнче ватă çынсемпе инвалидсене пăхас система аталанса пырать. Ку программа пӗрмай пулăшу кирлӗ, çав пулăшăва килте – хăнăхнă условисенче – илес текен çынсене пулăшать.
-
Ураза-байрампа Курбан-байрам уявӗсен кунӗсем паллă
Тутарстан Республикин Мăсăльмансен тӗн управленийӗ 2026 çулта мăсăльман праçникӗсене хăçан паллă тăвассине палăртнă.
-
В Татарстане стартует зимний фестиваль «Курше» с призовым фондом 40 млн рублей
В Татарстане начинается зимний фестиваль «Курше». О запуске проекта сообщила заместитель Премьер-министра Татарстана Лейла Фазлеева на брифинге в Кабмине РТ.
-
Тутарстансене Игорь Золотов йышăннă
Комисси ертӳçи патне çынсем ТР ШӖМӗн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе пынă.
-
Музыка колонкине Людмила Кузьмина выляса илчӗ
«Сувар» хаçата 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем паян, октябрӗн 20-мӗшӗнче, хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç. Редакци парнисене хальхинче камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.
-
Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III – 20.IV Кулленхи ӗçсен хăнăхнă йӗрки ку эрнере улшăнать. Çăлтăрсем çак кунсенче вăйран кайиччен ӗçлесе паттăрлăх кăтартма хушмаççӗ. Чунра лăпкă, кăмăл евӗк пулсан таврари çынсем ырăрах, лару-тăру килӗшӳллӗрех пулать. Ӗçре тавçăрулăх кăтартма тивет.
-
Паян юр çусан хӗл ир ларать
Юпа уйăхӗн 20-мӗшӗ – Сергий. Юр çусан хӗл ир ларать. Çак кун лайăх çанталăк тăрсан тата виçӗ эрне çапла пулать. Уйăх тӗксӗммӗн курăнать-тӗк – сивӗтет, юр çăвать.