Музыка колонкине Людмила Кузьмина выляса илчӗ
«Сувар» хаçата 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем паян, октябрӗн 20-мӗшӗнче, хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç. Редакци парнисене хальхинче камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.
Чăваш çыравçисен кӗнекисем
Вера Тарасова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – Николай Ларионовăн «Анне пилӗ» кӗнеки;
Дмитрий Иванов (Аксу районӗ, Çӗньял) – Петӗр Хусанкайăн «Тилли кăна, Тилли тееççӗ...» кӗнеки;
Зинаида Никитина (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) – Петӗр Хусанкайăн «Тилли кăна, Тилли тееççӗ...» кӗнеки;
Юрий Адъютантов (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) – Светлана Асаматăн «Ӗмӗр тăршшӗпе...» кӗнеки;
Клавдия Микушова (Çарăмсан районӗ, Лагерка) – Светлана Асаматăн «Ӗмӗр тăршшӗпе...» кӗнеки;
Александра Федорова (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи) – Светлана Асаматăн «Чăн сăмахăн суйи çук» кӗнеки;
Галина Пантерина (Нурлат районӗ, Салтакьел) – Светлана Асаматăн «Совесть... Житейские зарисовки...» кӗнеки;
Зинаида Толщикова (Нурлат) – Светлана Асаматăн «Совесть... Житейские зарисовки...» кӗнеки;
Лидия Малова (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни) – Светлана Асаматăн «Чунтан, чунтан, чунтан...» кӗнеки;
Владимир Левуков (Самара облаçӗ, Тольятти) – Светлана Асаматăн «Чыс та мухтав сире...» кӗнеки;
Валентина Захарова (Аксу районӗ, Савгачево) – Светлана Асаматăн «Чыс та мухтав сире...» кӗнеки.
Ытти парнесем
Евгения Макарова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел) – черккесен пуххи;
Светлана Васильева (Пăва районӗ, Чăваш Пимӗрсел) – термометрлă сехет;
Анна Яковлева (Аксу районӗ, Емелькино) – ультрасасăллă сывлăша нӳретмелли хатӗр (увлажнитель воздуха);
Юрий Никитин (Аксу районӗ, Емелькино) – фитнес-браслет.
Тӗп парне
Людмила Кузьмина (Пăва районӗ, Чăваш Пимӗрсел) – музыка колонки.
Саламлатпăр пурне те! Акцие хутшăннă кашни çырăнакана чӗререн тав тăватпăр, малашне те эсир «Сувар» тусӗ пуласса, хаçата çырăнса илессе шансах тăратпăр. Парнесене редакцие килсе илмелле.
Редакци.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев