Музейсен форумӗ
«Музей Олимпӗ» форума çӗршыври мӗнпур федераллă округран 189 заявка панă, финала 5 номинацире 23 проект тухнă.
Хусанта Профессиллӗ «Музей Олимпӗ» музей форумӗн ӗçӗ вӗçленчӗ. Ку мероприятие РФ округӗсенчен 80 ытла музей ӗçченӗ хутшăннă. Форум октябрӗн 13 – 16-мӗшӗсенче Хусан – Самар – Ульяновск – Свияжск – Хусан маршрутпа теплоходпа иртнӗ. Кунта конкурсантсем хăйсен ӗçӗсене музей ӗçченӗсенчен, культура общественноçӗн тата власть органӗсен представителӗсенчен, Халăхсен хушшинчи музейсен канашӗ (ИКОМ) (Президиумӗн пайташӗсенчен, çавăн пекех иртнӗ çулсенчи Музей Олимпӗн ертӳçисенчен тăракан экспертсен жюри умӗнче хӳтӗлерӗç.
Октябрӗн 17-мӗшӗнче «Хусан Кремлӗ» Музей-заповедникра конкурсăн жюри пайташӗсем конкурса пӗтӗмлетнӗ, çӗнтерӳçӗсен ячӗсене каçхине Галиасгар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче наградăсем парас церемонире асăнчӗç.
Форум программинче: «Музей Олимпӗ» конкурсăн финалист-проекчӗсен хăтлавӗсем ултă номинацире пулнă: «Курав», «Экспозици», «Музей пулăмӗ», «Музей – ачасене», «2025 çулхи Раççей Музейӗ» тата «Музей шедеврӗ». Çавăн пекех дискуссисем, музей куравӗсемпе экспозицисем ирттернӗ, теплоход çулӗ çинчи хуласенче чарăнса ӗçтешӗсемпе хутшăннă.
Конкурса кăçал çӗршыври мӗнпур федераллă округран 189 заявка панă. Финала 5 номинацире 23 проект тухнă. Тата 5 музей хăйсен проекчӗсене жюрин «Музей шедеврӗ»ятарлă номинацийӗнче паллаштарнă.
Номинантсен кӗске списокне Тутарстан Республикинчен виçӗ çын кӗнӗ:
«Курав» номинаци
«Илемлӗ самана. XIX–XX ӗмӗрсен чиккинчи Европа искусстви» (Патшалăх Эрмитажӗн пуххинчен), «Хусан Кремлӗ» Музей-заповедник.
«Музей – ачасене» номинаци
«Çуллахи музей лагерӗ» культурăпа вӗрентӳ проекчӗ, «Хусан Кремлӗ» Музей-заповедник.
«Музей шедеврӗ» номинаци
«Эврика. Ачасем çухалакан çурт», Елабугăри патшалăх историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗ.
Форум ӗçне çӗршыври чи пысăк тата пӗчӗк музейсен специалисчӗсемпе директорӗсем, çавăн пекех ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Пермь крайӗн культура министрӗ Алла Платонова, Ленинград облаçӗнчи культура эткерлӗхне упракан комитет председателӗн çумӗ Леся Колесникова, Санкт-Петербургри культура Комитечӗн культурăпа истори еткерлӗхӗн пай пуçлăхӗ Юлия Филиппова, Раççей ИКОМӗн председателӗ Василий Панкратов хутшăнчӗç.
Иртн. эрнекун Камал театрĕнче (Х.Такташ урамĕ, 74-мĕш çурт) чаплă лару-тăрура конкурсра çĕнтернĕ музей ĕçченĕсене саламларĕç. Ятарласа «ватăлтарнă» чулран ăсталанă Муза статуэткине çичĕ музей çĕнсе илчĕ:Тула облаçĕнчи музей-заповедник «Куликово поле» , Пермьри таврапĕлÿçĕсен музейĕ, Вологдăри архитектурăпа этнографи музейĕ, Санкт-Петербург тата Ленинград облаçĕнчи музейсем. Тутарстанран Елабугăри музей комплексĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ жюри. «Музей шедеврĕ» ятарлă номинацин ятарлă призне «шухăш çÿллĕшĕшĕн» тивĕçрĕ вăл. ИКОМăн Раççейри президиумĕн пайташĕ, «Музей Норильска» комплекс директорĕ Наталья Ведянина коллектива дипломпа наградăларĕ. «Раççей музейĕ 2025» ята Ленинград облаçĕнчи Сланцы хулинчи историпе таврапĕлÿ музейĕ çĕнсе илчĕ.
В.Васильев [ «Татар-информ»ИА] снÿкерчĕкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев