Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Кулленхи ӗçсен хăнăхнă йӗрки ку эрнере улшăнать. Çăлтăрсем çак кунсенче вăйран кайиччен ӗçлесе паттăрлăх кăтартма хушмаççӗ. Чунра лăпкă, кăмăл евӗк пулсан таврари çынсем ырăрах, лару-тăру килӗшӳллӗрех пулать. Ӗçре тавçăрулăх кăтартма тивет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Шухăш-кăмăлăр лăпкă пулни тавралăха ырă витӗм кӳрет, хăвăра шанасси ӳсет. Çывăх çыннăрсем эсир мӗн каласшăн пулнине сăмахсăрах ăнланни çыхăнăва çирӗп­летӗ.  Халиччен тунă ӗçсене пӗтӗмлетме тӳр килет. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ку эрнере кӗтмен тӗлпулусем нумай пулаççӗ. Шăпа сире хăвăрпа пӗр шухăшлă çынсемпе ятарласа тӗл пултарать тейӗн. Юратура сăмахсем ытлашши пулӗç, вӗсемсӗрех пӗр-пӗрне лайăх ăнланăр, хутшăнусем çирӗпленӗç. Ӗçри чăрмавсем сире çӗнӗ çитӗнӳсем патне çитерӗç. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Кил, çемье ӗç хыççăн таврăнакан вырăн çеç мар, вăй-хал хушакан çăлкуç пулса тăраççӗ çак кунсенче. Юратнă çыннăрпа туйăмсем нихăçанхинчен çепӗçрех, хутшăнусем шанчăклăрах. Ӗçре чăтăмлăрах, тимлӗрех пулмалла, пур чух та вăйпа, хăвăртлăхпа ­татса параймăн.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Шалти хăватăр çынсене, хăвăра кирлӗ пулăмсене магнит пек туртнине туятăр. Юратнă çыннăр сирӗнпе çепӗçрех, ачашрах пулать. Ӗçре амбицисемшӗн мар, чăннипех пур идейăна пурнăçлассишӗн ӗçлемелле. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX

Вак-тӗвеке тимлесси сирӗн тахçанах йăлана кӗнӗ. Çак кунсенче вăл сирӗншӗн лăпкăлăх çăлкуçӗ пулса тăнине ăнланатăр. Савнă çыннăр юрату çинчен пурте илт­мелле кăшкăрнине мар, сире лайăх пултăр тесе çепӗççӗн тимленине асăрхатăр. Ӗçре пуçланă проектсене вӗçлемелле. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Килӗшӳ, шайлашу çинчен ӗмӗтленни çак кунсенче пурнăçа кӗрет. Юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне ăнланни сире хавхалантарать. Çак кунсенче ӗçре çынна итлеме пӗлни кирлӗ. 

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Туйăмсен вăйӗ халь сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӗсене пула хăвăрта тӗпсӗр тӗнче уçăлать тейӗн. Юратнă çынпа пӗр-пӗрне шанма вӗренетӗр. Ӗçре пур ыйтăва та хăвăрт, çиелтен çеç татса пама çук, хăш-пӗр чух тӗплӗн шухăшласа, васкамасăр ӗçлени вырăнлă. 

 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Умра малашлăх уçăлни идейăсене пурнăçлама май парать, чунра ирӗклӗх туятăр. Юратнă çыннăра халь уйрăмах çывăх куратăр, шанатăр. Ӗçре проектсене пурнăçлани çеç мар, анлăн шухăшлама пӗлни кирлӗ.

 

 ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Шалта, чунра тӗрев туйни çак кунсенче сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Юратнă çыннăрта та эсир тӗрев куратăр, вăл сирӗн  шанчăка тӳрре кăларнине тивӗçлипе хаклатăр. Çăлтăрсем пуçланă ӗçсене вӗçлемесӗр çӗнӗ проектсене пуçăнма хушмаççӗ. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Ку эрнере халиччен капланса килнӗ ыйтăвăрсем çине кӗтмен çӗртен хурав илетӗр. Юратнă çыннăрпа уйрăмлăхсем пур пулин те пӗр-пӗрне хисеплени, ăнланни хутшăнусене никӗслет. Ӗçре ума лартнă задачăсене хăнăхнă мелсемпе мар, çӗнӗлле, генилле пурнăçламалла. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Шалти сисӗмлӗх вӑйсӑрлӑх мар, тарӑн ӑнлану çӑлкуçӗ пулса тӑрать. Туйӑмсем сирӗнпе «калаçма» тытӑннине туятӑр – тӗрӗс çул-йӗр кӑтартакан маяк пек. Юратнă çыннăрăн туйăмӗсене халь питӗ çывăх туятăр, вырăссен «слияние душ» сăмахӗ питӗ тӗрӗс сăнарлать çакна. Ӗçри ыйтусене татса пама интуиципе усă курмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп