Рустам Минниханов КНИТУ – КАИ аталанăвӗ валли ятарласа çӗнӗ грант çирӗплетнӗ
Указпа килӗшӳллӗн, грант Тутарстан Республикин бюджетӗнчен парăнать, ун калăпăшӗ 100 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов 2025 çулта А. Н.Туполев ячӗллӗ Хусан наукăпа тӗпчев технологи университечӗн – КАИ аталану программине тӗрев парассипе грант йӗркелесси çинчен Указ кăларнă. Ăна право информацийӗн официаллӑ порталӗнче вырнаçтарнӑ.
Документа «Приоритет–2030» стратегиллӗ академи лидерствин федераллӑ программа пурнăçланăвӗпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ. Укçа-тенке аэрокосмос, транспорт, фотон тата квант системисен енӗпе тӗпчевсем ирттерме тата çӗнӗ суверенлӑ технологи линийӗсене йӗркелеме, вӗренӳ программисене аталантарма ярӗç.
Указпа килӗшӳллӗн, грант Тутарстан Республикин бюджетӗнчен парăнать, ун калăпăшӗ 100 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Республика ертӳçи Тутарстанăн Министрсен Кабинетне грант памалли йӗркене çирӗплетме, проекта укçа-тенкӗпе вăхăтлă тивӗçтерме тата унпа тӗллевлӗн усӑ курнине тӗрӗслесе тӑма хушнӑ.
Владимир Васильев (Татар-информ) сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев