Элтияр Александров чăвашсен мифологийӗпе кӗнеке кăларнă
Автор хӑйӗн ӗçӗнче 9-мӗш ӗмӗртен пуçласа паянхи кунчченхи тапхӑра илнӗ, чӑвашсем тӗнчене мӗнле курни тата вӗсен уяв йӑли-йӗрки çинчен çырса кӑтартнӑ.
Октябрӗн 19-мӗшӗнче çамрăк ăсчахăн, фольклористăн, радиоертӳçӗн Алексей Александровӑн (ытларахăшӗ ăна Элтияр ятпа пӗлеççӗ) «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» кӗнекин презентацийӗ иртни пирки пӗлтерет «Хыпар» хаçат Телеграми хăйӗн каналӗнче.
Чӑваш фольклорне тӗпчекен Элтияр Александровӑн кӗнеки кӑçал Мускаври «МИФ» издательствӑра пичетленсе тухнӑ. Автор хӑйӗн ӗçӗнче 9-мӗш ӗмӗртен пуçласа паянхи кунчченхи тапхӑра илнӗ, чӑвашсем тӗнчене мӗнле курни тата вӗсен уяв йӑли-йӗрки çинчен çырса кӑтартнӑ.
Элтияра кӗнеке тухнӑ ятпа саламлама Наци библиотекинче иртнӗ хӑтлава унӑн юлташӗсем, ӑслӑлӑх çыннисем, журналистсем, пултаруллӑ çамрӑксем пухӑннă.

«Элтияр çак ӗçе питӗ тӗплӗн туса ирттернине калама пултаратӑп. Чӑвашлӑхпа çыхӑннӑ юрӑ хатӗрленӗ чухне вӑл пире те самай пулӑшрӗ», – терӗ «Глянец» ушкӑн солистки Наталья Соловьева.
Алексей Александрова Тутарстан чăвашӗсем те аван пӗлеççӗ. Вăл «Сувар» хаçатра корреспондент пулса пӗр хушă ӗçлерӗ. Халӗ те çыхăну тытать, çамрăксен меропримятийӗсене акивлă хутшăнать.
Сăнӳкерчӗксем: Лариса Петрован видеовӗнчен тунă скриншотсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев