Ураза-байрампа Курбан-байрам уявӗсен кунӗсем паллă
Çӗнӗ хыпарсем

Ураза-байрампа Курбан-байрам уявӗсен кунӗсем паллă

Тутарстан Республикин Мăсăльмансен тӗн управленийӗ 2026 çулта мăсăльман праçникӗсене хăçан паллă тăвассине палăртнă.

Рамадан февралӗн 19-мӗшӗнче пуçланать те мартăн 20-мӗшӗнче Ураза-байрам уявӗпе вӗçленет. Курбан-байрама мăсăльмансем майăн 27-мӗшӗнче паллă тăвӗç.

Тутарстанра Ураза-байрампа Курбан-байрам уяв кунӗсем шутланаççӗ. Икӗ уяв та кăçал ӗç кунне лекет. Эппин, 2026 çулта республикăра пурăнакансем мартăн 20-мӗшӗнче тата майăн 27-мӗшӗнче  канаççӗ.

Çывăх вăхăтра ТР Раисӗ  Рустам Минниханов Ураза-байрампа Курбан-байрам кунӗсене палăртакан официаллă указа алă пусса çирӗплетӗ.


Ураза Курбан мусульмане

Нет комментариев