News by date 22 January 2024
-
Культура ӗçченӗсене пӗлсе тăма
Тутарстанри ял хутлăхӗсенчи муниципаллă культура учрежденийӗсемпе вӗсенче ӗçлекенсене хавхалантарма йӗркеленӗ конкурса хутшăнса укçан преми илме май пур
-
«Хрустальный компас» наци премине илес текенсенчен заявкăсем кӗтеççӗ
«Хрустальный компас» наци премине илме заявкăсем йышăнма пуçланă. Кун пирки «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин пресс-службăсемпе тата обществăпа çыхăну йӗркелессипе уйрăмӗ пӗлтерет. 2024 çулта наукăпа культура, экспедиципе çутӗç ӗçӗнчи, çутçанталăкпа тата историпе культура еткерне упрассипе популяризацилессинчи уникаллă проектсемпе пысăк çитӗнӳсем тунă çынсене пама йышăннă. Проектсем çӗршыв аталанăвӗшӗн, унăн ăс-хакăл пуянлăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ те усăллă пулмалла.
-
Январӗн 19-20-мӗшӗсенче 1931 тата 1966 çулсенче те кун чухлӗ юр çуман
Виçӗ талăк пӗр чарăнми юр çунипе «Хусан — Университет» метеостанцинче юр çӳллӗшӗ 79 сантиметра çитнӗ. Ку нормăран икӗ хут нумайрах. Çакăн пирки «Татар-информ» Информаци агентствине Хусанти федераллă университетăн метеостанцийӗн заведующийӗ Сергей Дмитреев пӗлтернӗ.
-
Тутарстанра тухтӑра пӗрлехи колл-центр урлӑ киле чӗнтерме пулать
Гриппа ОРВИ сезонĕ пулнă май ТР сывлах сывлав министерстви пĕрлехи колл-центр ĕçлени пирки аса илтерет. Ун урлă чирлесен поликлиникăран киле врача чӗнме май пур.
-
Хусана юртан тасатма икӗ эрне кирлӗ-ха
Январӗн 17-22-мӗшӗсенчи пек вăйлă юр çуни республикăра 5 çул пулманччӗ. Виçӗ кун хушшинче кăна юр 49 мм чухлӗ, урăхла каласан пӗр уйăхри нормăн 106 проценчӗ чухлӗ çуса лартнă. Виçӗ кунра Хусан çулӗсем çинчен кăна 157,2 пин тонна юр тăкнă. Çул-йӗр службисен ӗçӗ малалла тăсăлать-ха.ТР Гидрометцентр çитес кунсенче юр çăвассине пӗлтермест пулсан та хулари урамсенчи çакăн чухлӗ юра йăлтах тасатма икӗ эрне кирлӗ-ха.
-
Лавккасенчи пушаннă сентресене паян тултарма шантараççӗ
Вăйлă юр çуни суту-илӳ предприятийӗсен ӗçне те чăрмав кӳнӗ, пуринчен ытла кил çумӗнчи апат-çимӗç лавккисем шар курнă. Ӗнер, тӗслӗхрен, Хусанти лавккасенче халăх чăн малтан туянакан таварсен — сӗт-турăх, çăкăр, пахча çимӗç, улма-çырла тата ытти те — сентрисем пуш-пушăччӗ.
-
Петр Мускатинов Санкт-Петербургри турнирта алă вăйӗ виçнине тӳрӗ эфирта кăтартаççӗ
Ентеше, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашне, армрестлингпа спорт мастерне Петр Мускатинова çитес турнирта ăнăçу сунатпăр! Юлташсем, тӳрӗ эфир пăхма ан манăр!
-
Эрнелӗх гороскоп
Ку эрнере çине-çинех ырă улшăнусем пулаççӗ. Пурнăç кунран кун лайăхрах, çутăрах, савăкрах. Пуçланă ӗçсем ăнăçлăн малалла пыраççӗ. Теветкелленме хăрамалла мар, çӗннине пуçăнса пăхмалла, ку сире тӗллевӗрсем патне çитме пулăшӗ.
-
Халăх календарĕ
• Кăрлач уйăхӗн 22-мӗшӗ — Филипп. Çил-тăманлă — çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак куна пăхса кăрлач уйăхӗн вӗçӗпе авăн уйăхӗнче çанталăк мӗнле пуласса пӗлеççӗ.