Тутарстанра тухтӑра пӗрлехи колл-центр урлӑ киле чӗнтерме пулать
Гриппа ОРВИ сезонĕ пулнă май ТР сывлах сывлав министерстви пĕрлехи колл-центр ĕçлени пирки аса илтерет. Ун урлă чирлесен поликлиникăран киле врача чӗнме май пур.
Аса илтеретпӗр, республикӑн сывлӑх сыхлавӗн пӗрлехи колл-центрӗн номерĕ 8 (843) 558-03-03. 2023 çулхи сентябрь уйӑхӗнче ӗçлеме пуçланнӑранпа унта 16000 ытла шӑнкӑрав килнӗ.
Вӑл сывлӑх сыхлавӗнче маларах ĕçлекен тӗрлӗ хӗрӳ линисене пӗрлештернӗ. Колл-центрĕн операторĕсем Тутарстанри мӗнпур медицина организацийӗсен информаци системипе çыхӑннӑ.
8 (843) 558-03-03 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пациентсем медицина пулӑшӑвне илессипе тата йӗркелессипе çыхӑннӑ ыйтусем çине хурав тупма пултараççӗ. Вӗсен шутӗнче — поликлиника çумне çирӗпленесси, вакцинаципе диспансеризаци иртесси, эмелсемпе тивӗçтересси, пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ, пулӑшу ӗçӗсен пахалӑхӗ тата ытти те.
Ӗç режимӗ: талӑкӗпех, канмалли кунсемсӗр. Шӑнкӑравсем пурте тӳлевсӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев