Январӗн 19-20-мӗшӗсенче 1931 тата 1966 çулсенче те кун чухлӗ юр çуман
Виçӗ талăк пӗр чарăнми юр çунипе «Хусан — Университет» метеостанцинче юр çӳллӗшӗ 79 сантиметра çитнӗ. Ку нормăран икӗ хут нумайрах. Çакăн пирки «Татар-информ» Информаци агентствине Хусанти федераллă университетăн метеостанцийӗн заведующийӗ Сергей Дмитреев пӗлтернӗ.
«Январӗн иккӗмӗш çурринче юр çӳллӗшӗ нормăпа 35-37 см пулмалла. Юлашки виçӗ талăкра хулара 48 мм чухлӗ юр çунă. Уйăх пуçланнăранпа — 77,6 мм, норма вара 49 мм пулмалла», — тенӗ С. Дмитреев.
Январь уйăхӗнчи икӗ кун хушшинче Хусанта çӗнӗ рекордсем палăртнă. Пӗрремӗшӗ январӗн 19-мӗшӗнче пулнă — ун чух 19,8 мм юр çунă; иккӗмӗшӗ январӗн 20-мӗшӗнче — 16 мм.
Унччен январӗн 19-мӗшӗнче рекордла 11,7 мм юр çунине 1966 çулта палăртнă пулнă, январӗн 20-мӗшӗнче 14,9 мм чухлӗ юр 1931 çулта çунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев