Эрнелӗх гороскоп
Ку эрнере çине-çинех ырă улшăнусем пулаççӗ. Пурнăç кунран кун лайăхрах, çутăрах, савăкрах. Пуçланă ӗçсем ăнăçлăн малалла пыраççӗ. Теветкелленме хăрамалла мар, çӗннине пуçăнса пăхмалла, ку сире тӗллевӗрсем патне çитме пулăшӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Эрнене çӗкленӳллӗ кăмăлпа ирттеретӗр. Çӗнӗ паллашусем, тӗлпулусем, интереслӗ çулçӳревсем кӗтеççӗ сире. Харкам пурнăçра романтикăлла приключенисем пуласса систереççӗ çăлтăрсем. Ӗçӗрте пултарулăхăра туллин кăтартса наградăсене тивӗçетӗр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Кӗтмен ырă хыпарпа, сюрпризсемпе пуян эрне. Эсир умăра лартнă плансене те пурнăçлама ӗлкӗретӗр, финанс лару-тăрăвӗ те лайăхланать — интереслӗ сӗнӳсем, килӗшӳсем пулаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çӗнетӳ, ӳсӗм эрни теме пулать çак кунсене сирӗншӗн. Халиччен çын умне кăларман пултарулăхăра ку эрнере туллин кăтартма пултаратăр. Ӗçре сире çӗнӗ проектсем, интереслӗ ыйтусем кӗтеççӗ.
РАК 22.VI-22.VII
Хăвăрпа та, таврари çынсемпе те килӗштеретӗр çак кунсенче. Харкам пурнăçпа ӗç хушшинче шайлашу тупни кăмăлăра çирӗплетет. Финанс сфери ырă хыпарсемпе савăнтарать.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Çак кунсенче таврари çынсем пӗр сирӗн çине çеç пăхӗç. Халь хăвăра илӗртӳллӗрех туятăр, хăвăра шанни те ӳсет. Пурнăçа лайăх енне улăштаракан йышăнусем тăватăр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса паратăр, харкам пурнăçра — юратса пăрахма пултаратăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çитес çичӗ кун мыскарасемпе, кӗтмен пулăмсемпе пуян пулать. Эсир халь пурнăçăрти улшăнусене пӗр шикленмесӗр йышăнма хатӗр. Ӗçӗрте сирӗн тăрăшулăха асăрхаса тивӗçлипе хаклӗç.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Савăнăçпа, тулли телейпе асра юлӗ эрне. Ӗçӗрте йăлтах эсир шутланă пек, вăй хунă пек çитӗнӳсем пулаççӗ. Харкам пурнăçăрта юратнă çыннăрпа хутшăнусем савăнтараççӗ.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Хăвăрăн чи-чи вăрттăн шухăшăрсене, пысăк ӗмӗтӗрсене çак эрнере пурнăçлама май пулать. Ӗçӗрте интереслӗ çӗнӗ проектсене пуçăнатăр, ку сире професси тӗлӗшӗнчен ӳсме май парӗ. Пӗчченнисем пулас мăшăрӗпе шăп çак кунсенче тӗл пулӗç.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Асра юлакан пулăмсем, вăйлă эмоцисем пулӗç ку эрнере. Эсир çӗнӗ тӗлпулусене кайма, паллашма хатӗр. Ӗçӗрте пурнăçламалли хушусем пайтах, эсир вӗсене пурне те вăхăтра, кирлӗ пек хатӗрлесе çитеретӗр. Çакăншăн наградине те çийӗнчех парӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ку эрнере улшăнусемпе çӗнетӳсемнумай пулӗç. Халиччен татса парайман ыйтăва хупатăр, çакна пула пурнăçăр самай лайăхланӗ. Ӗçре çӗнӗ проектсене пуçăнатăр, кӗçех вӗсем сире çитӗнӳ кӳрӗç.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Асра юлмалли ӗçсем пайтах пулаççӗ. Пушă вăхăта юлташăрсемпе, çемйӗрпе кăмăллăн ирттеретӗр. Ӗçре кăткăс самантсем пулӗç, анчах эсир вӗсене çăмăллăнах «парăнтаратăр». Çак кунсенче тӗл пулнă çынпа пурнăç çулӗпе пӗрле утас тейӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ку эрнере эсир пур çӗрте те гармони, килӗшӳ куратăр. Пурнăçра шăпа пӳрнӗ вырăна тупса хăвăра чăннипе мӗн кирлине ăнланатăр. Ӗçре е çӗнӗ должноçа куçатăр, е карьера пусмипе улăхатăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев