Хусана юртан тасатма икӗ эрне кирлӗ-ха
Январӗн 17-22-мӗшӗсенчи пек вăйлă юр çуни республикăра 5 çул пулманччӗ. Виçӗ кун хушшинче кăна юр 49 мм чухлӗ, урăхла каласан пӗр уйăхри нормăн 106 проценчӗ чухлӗ çуса лартнă. Виçӗ кунра Хусан çулӗсем çинчен кăна 157,2 пин тонна юр тăкнă. Çул-йӗр службисен ӗçӗ малалла тăсăлать-ха.ТР Гидрометцентр çитес кунсенче юр çăвассине пӗлтермест пулсан та хулари урамсенчи çакăн чухлӗ юра йăлтах тасатма икӗ эрне кирлӗ-ха.
Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Игорь Кулежов пӗлтернӗ тăрăх, çил-тăманлă çанталăкра ятарлă службăсем «Тăман» планпа ӗçленӗ. Çулсене тасатма 2,3 пин картиш тирпейлӳçипе 160 техника тухнă, кунсăр пуçне тата 70 техникăна арендăна илме тивнӗ.
Çул-йӗр юхăмне ан чăрмантарччăр тесе пысăк тиевлӗ машинăсене хулана кӗртмен. Çапах та çул-йӗр службисене ӗçлеме вӗсемсӗр те чăрмантаракансем çиелӗклех пулнă, хăш-пӗр водитель машинине çул çинех лартса хăварнăран кун пек çӗрте юра тасатайман вӗсем. Çил-тăмана пула çуртсем çывăхӗнчи лавккасем патне тавар тиенӗ машинăсем кӗрейменнипе лавккасенче сӗт, çăкăр çӳлӗкӗсем пушанни те палăрнă.
Вăйлă çанталăка пула Хусанта 6 хутчен электроэнергие чарма тивнӗ. Çак кунсенче автотранспортпа çӳрекенсен шучӗ 30 процента чакнă пулсан, метропа çӳрекеннисен 20 процента ӳснӗ. Шел те, çанталăк пăсăлнă кунсенче аварисене пула вырăн-вырăнпа Хусанта шыв тата ăшă чарни те пулнă. Телее, вӗсене вăхăтра юсаса ӗлкӗрнӗ. Шыв пăрăхӗпе çыхăннă 8 аварирен кăна тепӗр 3-шне çавах юсаççӗ-ха. Çак кунсенче «Открытая Казань» системăна халăхран 2,9 пин жалоба килнӗ, вӗсем ытларах картише юртан тасатманнипе çыхăнни пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев