Халăх календарĕ
• Кăрлач уйăхӗн 22-мӗшӗ — Филипп. Çил-тăманлă — çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак куна пăхса кăрлач уйăхӗн вӗçӗпе авăн уйăхӗнче çанталăк мӗнле пуласса пӗлеççӗ.
• Кăрлач уйăхӗн 23-мӗшӗ — Григорий. Кун уяр-тăк — çулла типӗ те шăрăх пуласса. Типӗ юр çăвать — çулла çумăрсăр, йӗпе юр — çумăрлă пулать.
• Кăрлач уйăхӗн 24-мӗшӗ — Федосей. Çак кунхи çанталăк чӳк уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартать. Тумла пăрӗсем пурри — нарăс уйăхӗ ăшă пуласса.
• Кăрлач уйăхӗн 25-мӗшӗ — Татьяна. Раштав мӗнле пуласса кăтартать ку кун. Юр çусан çулла çумăрлă пулать теççӗ. Çак кун çил-тăманлă пулни вара çулла типӗ те шăрăх çанталăк пуласса.
• Кăрлачăн 26-мӗшӗ — Ермил (Ерема). Çак куна пăхса юпа уйăхӗ мӗнле пуласса пӗлме пулать. Кушака сăнамалла: çăмламас тус мечӗк пек çавăрăнса, сăмсине пытарса выртать-тӗк — сивӗтессе; урай çинче çаврăна-çаврăна йăваланать пулсан — ăшăтасса; стенана чӗрмелет-тӗк — çанталăк пăсăласса.
• Кăрлачăн 27-мӗшӗ — Нина тата Вениамин. Çак кун килти выльăх-чӗрлӗхе тимлӗ, пысăк юратупа пăхмалла: тутлă çитермелле, айӗнчи утă-улăмне улăштармалла. Йывăçсене пас тытнă пулсан — ăшăтасса, шурă пӗлӗтсем шăваççӗ-тӗк — сивӗтессе.
• Кăрлачăн 28-мӗшӗ — Павел. Çак кун уяр — çулла типӗ те шăрăх пулать, çиллӗ-тӗк — çулла сивӗ, юр çусан — çулла çумăрлă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев