Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лавккасенчи пушаннă сентресене паян тултарма шантараççӗ

Вăйлă юр çуни суту-илӳ предприятийӗсен ӗçне те чăрмав кӳнӗ, пуринчен ытла кил çумӗнчи апат-çимӗç лавккисем шар курнă. Ӗнер, тӗслӗхрен, Хусанти лавккасенче халăх чăн малтан туянакан таварсен — сӗт-турăх, çăкăр, пахча çимӗç, улма-çырла тата ытти те — сентрисем пуш-пушăччӗ.

Паян юр тасатассипе йӗркеленӗ оперативлă штабра иртнӗ канашлура ку лару-тăрăва та сӳтсе явнă. Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Ильдар Шакиров пӗлтернӗ тăрăх, пысăк суту-илӳ сечӗсен пуçлăхӗсемпе калаçнă, лавккасене тавара вăхăтра илсе килес ыйтăва уçăмлатнă.


«Чи малтан кирлӗ апат-çимӗçе хăш лавккасенче пысăк дефицит, çавсене кӳрӗпӗр. Суту-илӳ çурчӗсем патне пыракан çулсене юртан тасатма хушма техникăна, çынсене явăçтарнă. Тавар дефицитне паян кун вӗçлениччен пӗтерме тăрăшăпăр», — тенӗ Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев