Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Культура ӗçченӗсене пӗлсе тăма

Тутарстанри ял хутлăхӗсенчи муниципаллă культура учрежденийӗсемпе вӗсенче ӗçлекенсене хавхалантарма йӗркеленӗ конкурса хутшăнса укçан преми илме май пур


Тутарстанри ял хутлăхӗсенчи муниципаллă культура учрежденийӗсемпе вӗсенче ӗçлекенсене хавхалантарма йӗркеленӗ конкурса хутшăнса укçан преми илме май пур


2024 çулхи январӗн 22-мӗшӗнчен февралӗн 22-мӗшчен ТР Культура министерствинче йышăнаççӗ заявкăсене.

Конкурсăн тӗллевӗ —2012 çулхи июлӗн 28-мӗшӗнче тухнă «Ял хутлăхӗсенчи муниципаллă культура учрежденисене тата унăн ӗçченӗсене патшалăх тӗревне парасси çинчен» Раççей Федерацийӗн Президенчӗн 1062 № Указне, çавăн пекех 2014 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнă 317 № «Культура аталанăвӗ» Раççей Федерацийӗн паташлăх программине çирӗплетни çинчен" Раççей Федерацийӗн Правительствин Йышăнăвне пурнăçа кӗртесси. 

Конкурса хутшăнма заявкăпа пӗрле ытти документсене хут çинче та, электронлă носителе (флэш-накопитель) ТР Культура министерствине çак адреспа ярса памалла: Хусан хули, Пушкин урамӗ, 66/33 çурт, 2 хут, 205 пӳлӗм. 

Конкурса тăратакан материалсене, электронлă носителе тавăрса памаççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА, В.Васильевăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура