News by date 26 February 2026
-
Хусанта ӗçсӗрлӗх шайӗ чакнă, туристсен шучӗ ӳснӗ, çӗнӗ самолетсем тăвăнаççӗ... Тата мӗн çинчен калаçнă хула Думинче?
ТР Раисӗ Рустам Минниханов мэр докладне тимлӗ итленӗ хыççăн Хусан хулин Думин ӗçне хак парса çитӗнӳсемпе пӗрле çитменлӗхсене те палăртса хăварнă.
-
Черетлӗ менелник – Инди халăхӗн йăлипе
Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн волонтерӗсем кăçал Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса çуралнă кунсене тӗрлӗ халăхсен йăлисене халалласа ирттерни пирки эпир çырнăччӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть салтаксем валли кунсерен маскировка сетки çыхаканскерсем хастар волонтерăн Ирина Егорован 60 çулхи юбилейне чиканла паллă тунăччӗ, халӗ акă, февралӗн 19-мӗшӗнче, тепӗр хастар волонтер Оксана Геннадиевна Гордеева 45 çул тултарнине «Зита и Гита» паллă инди фильмӗн стилистикипе ирттернӗ.
-
Тутарстан шкулӗсенче «Ӑслӑ столовӑй» системăна хута яма шутлаççӗ
Хула шкулӗсемшӗн вăл уйрăмах усăллă пулӗ. Мӗншӗн тесен пин ытла вӗренекен шкулсенче ачасем вăрăм черете пула апатланмасăрах выçă юлаççӗ.
-
«Çемье автобусӗ» проект çитес эрнере пуçланать
Тутарстанра «Çемье автобусӗ» ятпа çӗнӗ социаллă проект ӗçлеме пуçлать. Унăн тӗллевӗ – çемье институтне çирӗплетесси, районсенчи çемьесене адреслă пулăшу парасси. Проект шайӗнче профильлӗ специалистсем граждансене тӗрлӗ ыйтупа консультаци пама 5 района çитӗç. Çула тухмалли графика çирӗплетнӗ ӗнтӗ, пӗрремӗш тӗлпулу мартăн 5-мӗшӗнче Чистайра иртет.
-
Кунта истори упранать кăна мар, кашни экспонатра пурăнать
Чăваш Çӗпрел шкулӗнчи «Шкул музейӗ» кружока çӳрекенсем Афган вăрçин ветеранӗн Виктор Петуховăн килти музейӗнче пулса курчӗç.
-
Регионсен ертӳçисен наци рейтингӗнче Рустам Минниханов лидерсен шутӗнче
Раççей Федерацийӗн субъекчӗсен пуçлӑхӗсен ӗçне хаклассине халалланӑ наци рейтингӗнче 2026 çулхи январь тата февраль уйăхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх ТР Раисӗ Рустам Минниханов иккӗмӗш вырăн йышăннă.
-
Çамрăксемпе ачасем валли 7,5 миллиард ытла тенкӗ уйăрӗç
Тутарстанра «Çамрăксемпе ачасем» наци проектне пурнăçа кӗртме 7,5 миллиард ытла тенкӗ яма палăртнă. ТР Экономика министерстви пӗлтернӗ тăрăх, 5,8 миллиард ытла федераци бюджетӗнчен, 1,7 миллиард тенке яхăн республика бюджетӗнчен килет.
-
Конкурс – ачасемпе çамрăксене пултарулăхне уçма тӗрев паракан тытăм
ФестивальТутарстан Республикинче çулсерен иртекен «Созвездие – Йолдызлык» республикӑри çамрӑксен эстрада искусствин XXVI уçӑ телевидени фестивалӗ старт илчӗ