Çамрăксемпе ачасем валли 7,5 миллиард ытла тенкӗ уйăрӗç
Тутарстанра «Çамрăксемпе ачасем» наци проектне пурнăçа кӗртме 7,5 миллиард ытла тенкӗ яма палăртнă. ТР Экономика министерстви пӗлтернӗ тăрăх, 5,8 миллиард ытла федераци бюджетӗнчен, 1,7 миллиард тенке яхăн республика бюджетӗнчен килет.
Укçа-тенке 38 вӗренӳ учрежденийӗпе çамрăксен пӗр центрне тӗпрен юсама ярӗç. Çавăн пекех шкулсене «ОБЗР» тата и «Труд» урокӗсене ирттерме кирлӗ оборудованипе тивӗçтерӗç. Вӗрентекенсене класс ертсе пынăшăн тата ачасен обществăлла организацийӗсемпе ӗçленӗшӗн парăнакан тӳлевсене малалла тăсӗç. Яла ӗçлеме куçнă учительсем те хушма тӳлевсем илӗç. 2025 çулта çак тӳлевсен пӗтӗмӗшле сумми 3,7 миллион тенкӗпе танлашнă.
Унсăр пуçне çамрăксен политикине комплекслă аталантармалли тата добровольчествăна пулăшмалли программăна пӗрле финанслассине те пăхса хăварнă. Планра – ятарлă çар операцине хутшăнакансен хушшинче професси ăсталăхӗн чемпионатне ирттересси.
2025 çулта наци проекчӗ шайӗнче Çырчаллинче тата Хусанта 1 224 вырăнлă çӗнӗ шкул тунă тата вунă шкул юсанă. Тутарстанра капиталлă строительствăн 468 объектне хăпартнă, тӗпрен юсаса çӗнетнӗ. Çак проектсене финансламалли пӗтӗмӗшле сумма 46,4 миллиард тенкӗпе танлашнă. 2026 çулта Тутарстан 12 наци проекчӗ шутне кӗрекен 45 регион проектне хутшăнма пăрахмасть.
Кăçал республикăра наци проекчӗсене пурнăçа кӗртме 54 миллиард тенке яхăн яма палăртнă, çак суммăран 28,8 миллиарчӗ федераци бюджетӗнчен, 24,2 миллиарчӗ Тутарстан бюджетӗнчен килет.
Унсăр пуçне Çамрăксен ӗçӗсен федераци агентстви (Росмолодежь) Раççей Цифра министерствипе пӗрле «Навигатор возможностей» проект хута янă. Сервиса Патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнче тупма пулать.. Вăл 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи çамрăксене çӗршывăн тӗрлӗ регионӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятисем, форумсем, конкурссем тата ытти мероприятисем çинчен пӗлме пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев