Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан шкулӗсенче «Ӑслӑ столовӑй» системăна хута яма шутлаççӗ

Хула шкулӗсемшӗн вăл уйрăмах усăллă пулӗ. Мӗншӗн тесен пин ытла вӗренекен шкулсенче ачасем вăрăм черете пула апатланмасăрах выçă юлаççӗ.

Тутарстан шкулӗсенче «Ӑслӑ столовӑй» системăна хута яма шутлаççӗ. Вăл апатшăн тӳлессине пӗтӗмпех автоматизацилеме май парать. Программӑпа аппарат комплексӗ искусствӑлла интеллект технологийӗсен никӗсӗнче ӗçлет. Çапла хыпарлать ТР Патшалӑх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин пресс-служби.

Системăн ӗç принципӗ ансат: вӗренекен ятарлӑ киоска апат-çимӗç тултарнӑ поднос лартать те видеоаналитика системи мӗнпур апата хăвăрт палласа илет. Позицисен списокӗ самантрах экран çине тухать, ун хыççӑн шкул ачин банк карттипе тӳлемелли кăна юлать. Çак ӗç пурӗ те 5-15 çеккунт вăхăта илӗ.

Çӗнӗ технологие «Обр.Карта» вӗрентӳ платформипе пӗрле йӗркеленӗ. Вăл хăйӗн эффективлă ӗçне çирӗплетсе панă видеоаналитикăн çӗнӗ  меслечӗсем çинче никӗсленнӗ.

Шкулсенчи апатлантарӑва ИИ кӗртни черете самай кӗскетме, хушма персоналсăрах ӗç хӑвӑртлӑхне ӳстерме май парасса шанаççӗ. Хула шкулӗсемшӗн вăл уйрăмах усăллă пулӗ. Мӗншӗн тесен пин ытла вӗренекен шкулсенче ачасем вăрăм черете пула апатланмасăрах выçă юлаççӗ. Вӗри апат вырăнне буфетран вӗт кукăльпа сок е газировка илсе çырлахаççӗ. Пӗрремӗш «ӑслӑ столовӑйсем»  Хусанти хӑш-пӗр шкулсенче çитес вӗренӳ çулӗнчен пуçласа ӗçлесе кайма пултарассине палăртнă.

Сăнӳкерчӗксем: нейросеть генерацийӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Школьное питание