Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Черетлӗ менелник – Инди халăхӗн йăлипе

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн волонтерӗсем кăçал Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса çуралнă кунсене тӗрлӗ халăхсен йăлисене халалласа ирттерни пирки эпир çырнăччӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть салтаксем валли кунсерен маскировка сетки çыхаканскерсем хастар волонтерăн Ирина Егорован 60 çулхи юбилейне чиканла паллă тунăччӗ, халӗ акă, февралӗн 19-мӗшӗнче, тепӗр хастар волонтер Оксана Геннадиевна Гордеева 45 çул тултарнине «Зита и Гита» паллă инди фильмӗн стилистикипе ирттернӗ.

Çакăн пирки пире ку мероприятисене йӗркелесе ирттерекен Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова пӗлтерчӗ.  

Библиотекарь кашни мероприятиех асра юлмалла тата интереслӗ йӗркелеме тăрăшать. Акă хальхинче те менелник хуçине халалласа унăн пурнăçӗпе ӗç-хӗлне сăнлакан сăнӳкерчӗкӗсен куравне йӗркеленӗ. Инди çӗршывӗн историйӗпе культури, йăла-йӗрки пирки каласа паракан кăсăклă материалсем хатӗрленӗ.

Мероприятие хутшăнакансем куравпа интересленсех паллашнă, Инди çӗршывӗн йăли-йӗрки питӗ хăйнеевӗрлӗ пулнине палăртнă. Менелнике кашниех инди тумӗпе килнӗ, ăна хăйсемех ал айӗнчи япаласемпе усă курса хатӗрленӗ, уяв сӗтелӗ çине те инди апатне лартнă.  

Волонтерсем Оксана Геннадиевнăна менелник ячӗпе ăшшăн саламланă, пӗрле юрланă-ташланă. Кунсерен салтаксем валли маскировка сетки çыхакан хастар хӗрарăмсене çакăн пек меропрятисем ирттерсе канни малалла ӗçлеме хавхалантарать.

Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #2026 – Год Единства народов