Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта ӗçсӗрлӗх шайӗ чакнă, туристсен шучӗ ӳснӗ, çӗнӗ самолетсем тăвăнаççӗ... Тата мӗн çинчен калаçнă хула Думинче?

ТР Раисӗ Рустам Минниханов мэр докладне тимлӗ итленӗ хыççăн Хусан хулин Думин ӗçне хак парса çитӗнӳсемпе пӗрле çитменлӗхсене те палăртса хăварнă.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов паян, февралӗн 26-мӗшӗнче Хусан хулин Думин пиллӗкмӗш пухăвӗн отчет сессине хутшӑннă. Мероприяти Хусан Ратушинче иртнӗ.

Хусан мэрӗ Ильсур Метшин «Хусан хулин 2025 çулăн социаллӑ  экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2026 çулхи тӗллевсем çинчен» докладпа паллаштарнă.

Ильсур Метшин пӗлтернӗ тӑрӑх, хула бюджечӗн тупӑшӗ 2025 çулта 62,3 миллиард тенкӗпе танлашнă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 7,2 процента ӳснӗ. 

Хусан мэрӗ отчет сессийӗнче иртнӗ çулти кăтартусемпе туллин палаштарнă май халӗ пурнӑçланакан чылай пӗлтерӗшлӗ проекта палӑртса хăварнă. Çавсен шутӗнче «Казаньоргсинтез»  предприятире никӗсри полимерсем валли катализаторсен фабрикине тума пуçлани, Хусанти вертолет заводӗнче анлӑ профильлӗ рабочисене хатӗрлеме вӗренӳ центрӗ йӗркелени,

«Казанькомпрессормаш» предприятире нефтегаз комплексӗ валли насос системисем кӑларакан цех туса лартни. Ӑна 2026 çулта хута яма палӑртнӑ.

Хусан авиаци заводӗнче Ту‑214 самолет производствине хута янине те асăнса хăварнă мэр.

Лайăх кăтартусен шутӗнче ӗçсӗрлӗх шайӗ чакни. Вăл 0,19 процентпа танлашнă. Ӗç шыракансем валли паяна 12 пине яхӑн ваканси пур. Кашни шыракан пуçне вунă сӗнӗве яхăн.

Хусан туристсен юратнă хули пулнипе те мухтанма пултарать. Ку сферăри кăтартусем самай ӳснӗ. Хула ытларах хăнана та йышăнма пулотарать тесе плана ӳстернӗ.  2030 çулта Хусан 7 миллион туриста йышӑнма хатӗрленет.

«2025 çулта Хусана 5,1 миллион çын килнӗ. Шăп çакăн пек чикӗ лартнăччӗ эпир 20230 çулччен палăртнă аталану стратегийӗнче. Паян эпир хамӑр ума çӗнӗ планка лартатпӑр: 2030 çул тӗлне 7 миллион турист тата отраслӗн пӗтӗмӗшле тупăшӗ 100 миллиард тенкӗ», – тенӗ  Хусан мэрӗ.

2025 çулта «Формирование комфортной городской среды» федераллă проектпа килӗшӳллӗн Хусанта виçӗ пысӑк объекта тӗпрен юсаса çӗнетсе тирпей-илем кӗртнӗ. Çавсен шутӗнче Серов урамӗнчи инклюзивлӑ бульварӑн иккӗмӗш участокӗ, Чайковӑй кӳллисен  таврашӗ, «Зилант» скверӗ.

Унсăр пуçне республика бюджечӗн укçи-тенкипе тата бюджет тулашӗнчи пулăшу шучӗпе Г.Камал театрӗ çумӗнче ача-пӑча площадки туса хунă, Казанка юханшывӗнчи утравра Хусаншăн кӗрешсе пуç хунă салтаксене халалласа лартнă палăк таврашӗнчи лаптăка тирпей-илем кӗртнӗ, СВО хутшӑннисене халалласа Çӗнтерӳ паркӗнче асӑну чулне вырнаçтарнă, Декабристсен урамӗнчи «Çамрӑксен» скверӗнче фронтовик-поэта Фатых Карима халалласа  палӑк лартнă, «Салават Купере» микрорайонти «Бионика» лицей умӗнче Махмут Гареев генералӑн бюстне вырнаçтарнă.

2026 çулта «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстан тӗп хулинче  тепӗр тӑватӑ обществӑлла уçлӑха тирпей-илем кӗртме палӑртнӑ.

ТР Раисӗ мэр докладне тимлӗ итленӗ хыççăн Хусан хулин Думин ӗçне хак парса çитӗнӳсемпе пӗрле çитменлӗхсене те палăртса хăварнă.

Хăй сăмахне СВОна хутшăннисенчен пуçласа Хусанта çуралса ӳснӗ паттăрсене – А.Лапина, И.Жарские, А.Сафиуллина тата пуç хунă Д.Гилемханова, А.Копунова асăннă. Тӗп задачăсен шутне çапăçу ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене пулăшассине малалла та илсе пырассине кӗртнӗ. Ку ӗçре хула çыннисен, депутатсен корпусӗн, предприятисен, волонтерсен ӗçне пысăк хак панă.

Малалла комуналлă службăн ӗçне хакласа вӗсем йывăрлăхсене ăнăçлă татса панине, вăйлă юрсем çуса тăрсан та хулана тасатма ӗлкӗрнине палăртнă. Паллах, кăлтăксемсӗр те мар, çапах пӗтӗмӗшле илсен вӗсем хăйсен тивӗçне йӗркеллӗ пурнăçласа пыраççӗ. Проблема шутӗнче – çуртсемпе объектсен тăрринче хулăн юр выртни. Ăна пула тăрăсем ишӗлсе аннă тӗслӗхсем те пур. «Паллах, юр çакăн пек çуса тултарасса эпир кӗтмен. Анчах кун пирки маларах шутламалла. Юр шăнса хытса ларни çын пурнăçӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратать», – тенӗ республика ертӳçи.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисем çинчен каласа Рустам Минниханов Хусан нумай кăтартупа ытти регионсенчен иртнине палăртнă. 175 гимназире, Анат Камăри шкулта пулса иртнӗ тӗслӗхсене асăнса шкул вăл вӗрентӳсӗр пуçне воспитани центрӗ те пулнине каланă. Çавăнпа йӗркене çирӗп тытмаллине асăрхаттарнă. Ачасем  кутамккара мӗн йăтса çӳрени таранччен.

Сывлăх сыхлав сферин ӗçне хак парса ТР Раисӗ хула çыннисенчен 11 пине яхăн çăхав çитнине каланă. Хула çыннисене поликлиникăсемпе больницăсенчи черетсем, тухтăрсемпе медперсонал чирлисемпе кăнттам пулни тарăхтарни палăрнă. «Ырлăх-пурлăх енӗпе йăлт аван пырать, анчах çăхавсем пур. Эпир вӗт укçа-тенкӗ хыватпăр, вырăнта вара çынсем çавна туймаççӗ», – тенӗ Рустам Минниханов ку енӗпе йӗрке тума хушса.

Тепӗр çивӗч ыйту – çул-йӗр çинчи аварисенче çынсем вилни. Пӗлтӗр 345 çынна çухатнă. Кăçалхи çулталăк пуçламăшӗн статистики те аван мар. Республика ертӳçи çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн ыйтăвӗ тӗп вырăнта пулмаллине каласа лару-тăрăва çирӗп контрольте тытма хушнă.

Малалла Рустам Минниханов хулан юрăхсăра тухнă инженери коммуникацийӗсене планпа тӗпрен юсаса çӗнетесси, ку енӗпе республика программине хута ярса финанслав шайне ӳстерни, НДС ӳснине шута илсе пӗчӗк бизнеса аталанма условисем туса пама кирли  пирки каланă. Çавна май хула мэрне бизнес çаврăмпа тăтăш тӗлпулусем ирттерме, вӗсен ыйтăвӗсене шута илме хушнă.         

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Казань