Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Çемье автобусӗ» проект çитес эрнере пуçланать

Тутарстанра «Çемье автобусӗ» ятпа çӗнӗ социаллă проект ӗçлеме пуçлать. Унăн тӗллевӗ – çемье институтне çирӗплетесси, районсенчи çемьесене адреслă пулăшу парасси. Проект шайӗнче профильлӗ специалистсем граждансене тӗрлӗ ыйтупа консультаци пама 5 района çитӗç. Çула тухмалли графика çирӗплетнӗ ӗнтӗ, пӗрремӗш тӗлпулу мартăн 5-мӗшӗнче Чистайра иртет.

Пуçарăва хута яни çинчен Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн ЗАГС Управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Ахметова «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

«Çемье – общество никӗсӗ, пурнăç пуçланакан вырăн, – терӗ Эльвира Ахметова. – Анчах çемье  питӗ черчен, çинçе тата нумай енлӗ тытăм, ăна пӗрре тата ӗмӗрех йӗркелеме çук, сыхласа хăварас тесен  вăхăт, тимлӗх тата чăтăмлăх кирлӗ».

Çирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн «Çемье автобусӗ» республикăри пилӗк муниципаллă района çитет. Тӗлпулусем Чистай районӗнче мартăн  5-мӗшӗнче, Ешӗлвар районӗнче март уйăхӗнче, Анат кама тата Елабуга районӗсенче апрель уйăхӗнче, Элмет районӗнче май уйăхӗнче иртеççӗ. Хăш кун иртнине йӗркелӳçӗсем маларах пӗлтернине те каласа хăварчӗç. 

Мобильлӗ консультаци пунктӗнче тӗрлӗ профильлӗ специалистсем: юристсем, медиксем, психологсем тата социаллă ӗçченсем ӗçлӗç. Вӗсем тӗрлӗ ыйтупа квалификациллӗ канаш пама хатӗр – çăмăллăхсене мӗнле илмеллинчен пуçласа ача-пăчапа ашшӗ-амăшӗн хутшăнăвӗсем таран.

ЗАГС Управленийӗн пуçлăхӗ ăнлантарнă тăрăх, йышăнăва лекес текенсен списокне малтанах йӗркелеççӗ. Ку ӗçе район администрацийӗсем вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсемпе тата ытти ведомствăсемпе пӗрле ирттереççӗ. Çак меслет пулăшăва адреслă та тухăçлă тума май парать.

Проектăн иккӗмӗш тапхăрӗнче «Çемьесем стартра»  марафон-конкурс та иртет, унта кашни районтан  пилӗкрен кая мар çемье хутшăнӗ. Конкурс мероприятийӗсем культура çурчӗсенче, ЗАГСсенче, çамрăксен центрӗсенче тата администраци учрежденийӗсенче иртӗç. Марафона хутшăнни çемьесене пӗрле вăхăт ирттерме май туса парать. Кашни хутшăнакан çемьене сертификат парса хавхалантараççӗ.

Пресс-конференцие хутшăннă «Региональный Красный крест» тулли мар яваплă обществăн регионти уйрăмӗн председателӗ Зульфия Сафина хальхи вăхăтра çемьене патшалăх енчен уйрăмах пулăшу кирлине палăртрӗ.

«Çемьесене паян çăмăл тесе калани – суйни пулать. Халӗ çăмăл мар вăхăтсем, –  палăртрӗ Зульфия Сафина. – Çемьесем вӗсемшӗн тăрăшнине туймалла. "Çемье автобусӗ" пек проектсем те пулăшăва  меллӗрех тата çывăхрах  тума пулăшаççӗ».

«Çемье автобусӗ» проект çитес эрнере пуçланать. Тӗлпулусем хăш кун иртнине ТР Ӗçпе  ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин официаллă сайтӗнче, çавăн пекех муниципаллă районсен администрацийӗсенче пӗлме пулать.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #Семья семейный автобус