Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кунта истори упранать кăна мар, кашни экспонатра пурăнать

Чăваш Çӗпрел шкулӗнчи «Шкул музейӗ» кружока çӳрекенсем Афган вăрçин ветеранӗн Виктор Петуховăн килти музейӗнче пулса курчӗç.

Республикăри çар ветеранӗсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçин Виктор Петрович Петуховăн килӗнчи  (Кивӗ Çӗпрел ялӗ) çар музейӗнче экспонатсен шучӗ ӳссе кăна пырать. Ытларах Афган вăрçинчи хăйӗн çар пурнăçӗпе çыхăннисем вӗсем. Кӗçӗн ывăлӗ, Ульяновскри 31-мӗш десантпа штурм бригадин десантникӗ Александр, ятарлă çар операцине пӗрремӗш кунранах хутшăннипе СВО теми те çывăх ветераншăн. Çитменнине вăл хăй те волонтер, Ульяновск хулинчи çар ветеранӗсемпе ятарлă çар операцийӗн зонине темиçе хутчен те гуманитари пулăшăвӗ леçме кайнă. Паллă ӗнтӗ кашнинче музей валли мӗн-тӗр илсе килнех. Çапла майпа çамрăк ăрăва истори чăнлăхӗпе нумай паллаштарать ветеран.

 Килти музейӗнчен районăн шкул ачисем татăлмаççӗ тесен те юрать. Ӗнер Чăваш Çӗпрел шкулӗнчи «Шкул музейӗ» кружока çӳрекенсем пулса курнă. «Кунта истори упранать кăна мар, кашни экспонатра пурăнать. Пысăках мар пӳлӗмри çар наградисенче, сарăхнă салтак çырăвӗсенче, салтак япалисемпе сăнӳкерчӗксенче самана сăнланать. Вăрçă нушине Афганистанра хăй курнăран çарти тусӗсен астăвăмне ӗмӗрлӗхе хăварас тесе пухнă Виктор Петрович коллекцие. Хăй çырнă сăввисем уйрăм вырăн йышăнаççӗ кунта. Вӗсенче вăрçă тӗрӗслӗхӗ, çухатăвăн ыратăвӗпе кашни салтакпа мăнаçланни.Шкул ачисемшӗн тата пӗлтерӗшлӗрех ку музей, мӗншӗн тесен Афган вăрçин ветеранӗ кӗнекери абстрактлă сăнар мар, хамăр çумрах пурăнакан çын», – çапла çырнă ачасем хăйсен шкул сайтӗнче. (Сăнӳкерчӗксем Чăваш Çӗпрел шкулӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество