Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурс – ачасемпе çамрăксене пултарулăхне уçма тӗрев паракан тытăм

ФестивальТутарстан Республикинче çулсерен иртекен «Созвездие – Йолдызлык» республикӑри çамрӑксен эстрада искусствин XXVI уçӑ телевидени фестивалӗ старт илчӗ

«Татар-информ» информаци-агентстви  йӗркелӳçӗсемпе пресс-конференци ирттерчӗ. Проектăн çӗнӗ сезонӗ çинчен ТР Раисӗ çумӗнчи Культурăна аталантарма тӗрев паракан фондăн ӗç тăвакан директорӗ, халăх депутачӗ Нурия Хашимова, ТР «Мунициаллă пӗрлешӳсен Канашӗ» ассоциацин ӗç тăвакан секретарӗ Александр Барышев, Раççей Федерацийӗн Правительствин культура енӗпе премийӗн лауреачӗ, Раççей театр ӗçченӗсен союзӗн членӗ, Тутарстан тата Крым республикисен искусствӑсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тутарстан Обществăлла палатин культура комиссийӗн хисеплӗ вӗрентекенӗ тата пайташӗ, «Созвездия-Йолдызлык» фестивалӗн тӗп продюсерӗ Эдуард Туманов, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Владислав Усанов каласа пачӗç.

Ачаран пуçласа çитӗнечченех фестивале хутшăнакансем пултарулăхне туптаççӗ, анчах «Созвездия-Йолдызлык» тивӗçӗ общество умӗнче тата пысăкрах, хăйсене социаллă хутшăнусенче тӗрӗс тытса пыма  пултаракан ăру çитӗнтересси пулса тăрать. Фестиваль çӗршывшăн та, республикăшăн та кăткăс çулсенче чăмăртаннă. Республика ертӳçисем, Минтимер Шаймиев çамрăксене, ачасене пӗр çӗре пуçтаракан мероприяти пулмаллине ăнланнă, çавăнпа пӗрремӗш кунранах тӗрев панă, паян кунччен пулăшаççӗ.

Конкурс, Владислав Усонов сăмахӗпе, кашни çамрӑк пултарулӑх вӑй-халне уçма, професси пӗлӗвне илме тата малашнехи вӗренӳ çулне палӑртма пултаракан çулталӑк тӑршшӗпех тăсăлакан платформа та. Фестиваль республикӑн çамрӑксен политикин флагман-проекчӗ шутланать, çаплах «Çамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑçлать.

«Ку системăна тӳрех пуçтарман, майӗпен, çул хыççăн çул пухăнса йӗркеленнӗ вăл.  Ăна тытса тăраканӗ – фестиваль. Çулталăк  тăршшӗпе те чарăнмасть, хăйсен пултарулăхне сцена çине кăларас текен çамрăксем (тен, вӗсем гений те мар, питӗ пысăк талантлă та мар) фестивальпе çыхăннă пулăмсене хутшăнаççӗ», – палăртрӗ В.Усанов.

Фестивалӗн тӗп продюсерӗ Дмитрий Туманов кӑçал проекта 60 пине яхӑн çын хутшӑнассине пӗлтерчӗ. Вӗсенчен çурма финала 16-22 пин çамрăк иртӗ, финала сахалтан та 5,5 пин çамрăк юлӗ тесе шутлать вăл. Конкурса онлайн-трансляцисемпе çулсерен 470 пине çити çын пăхать. Дмитрий Александрович, кăçал та ку цифра чакмӗ тет.

Д. Туманов кăçалхи конкурс ытти çулсенчинчен уйрăлса тăманнине палăртрӗ, çав вăхăтрах çӗнӗлӗхсем кӗртессине те пӗлтерчӗ. Çар тата ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗнче «Созвездие-Йолдызлык» программинче те Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паттӑрлӑхӗпе тылра ырми-канми ӗçленине уйрӑмах пысăк тимлӗх уйӑрнӑ. Ку темăпа кашни коллектив сахалтан та пӗр пултарулăх номерне тӑратасси паллă та ӗнтӗ. Конкурс пайӗсӗр пуçне проекта вӗрентӳ мероприятийӗсем — мастер-классем, консультацисем тата культурӑн чи малта пыракан ӗçченӗсемпе пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем кӗртеççӗ.

Халӗ конкурсăн зонăсенчи пайӗ республикăри районсенче пырать, апрелӗн 11 – 16-мӗшӗсенче Хусанти УНИКС культурăпа спорт комплексӗнче çурма финал иртет. Апрелӗн 23-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче гала-концерт пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль