News by date 28 April 2026
-
Чечен чӗлхине «Яндекс-Куçаруçа» хушнă
Халӗ шыравра чеченла ыйтма пулать, чечен чӗлхипе çырнă текстсене çӗр ытла чӗлхене куçарма ирӗк пур
-
Рустам Минниханов Игорь Крутойпа тӗл пулнă
«Новая волна» халăхсен хушшинчи фестивале кăçал та Тутарстанăн тӗп хули йышăнать.
-
2027 çулта хăтлăх кӗртмелли вырăнсемшӗн сасăлав пырать
Обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртмелли Пӗтӗм Раççейри сасăлава Тутарстанра 100 пин ытла çын хутшăннă. Кампани апрелӗн 21-мӗшӗнче пуçланнă, июнӗн 12-мӗшӗччен пулать, кăçал улттăмӗш хут иртет. Кун пирки ТР Çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Пӗрисем пуçтараççӗ, теприсем салатаççӗ
Ака уйăхӗ те вӗçленсе килет. Тавралӑха сӑнасарах пӑхсан куç тӗлне тем те пӗр, тасамарлăх тухса тăрать. Парксенче, çырмасенче, çулсем хӗррисенче мӗн кăна йăваланса выртмасть пулӗ? Çапла кашни çулах республикăра тирпей-илем кӗртмелли çурхи экологи уйăхлăхӗ пуçланать.
-
СВО хутшăнакансене ӗçе вырнаçма палăртнă квотосем
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ятарлă çар операцине хутшăнакансене ӗçе вырнаçма палăртакан квотăсене çирӗплетекен закона алă пуснă. Документ официаллă пичетленсе тухсан (сентябрӗн 1-мӗшӗнчен) вăя кӗрет, республикăри 200 ытла çын ӗçлекен мӗнпур организацие пырса тивет. Кун пирки ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Васкавлă пулăшу «103» номерпе шăнкăравласа чӗнмелле
Паян, ака уйăхӗн 28-мӗшӗнче, хăйсен професси уявне – Васкавлă пулăшу ӗçченӗсен кунне – кашни кун пурнăç çăлакансем пурте паллă тăваççӗ: фельдшерсемпе тухтăрсенчен пуçласа диспетчерсемпе водительсем таранах. Шăпах çак паллă кун Тутарстанăн Сывлăх сыхлав министерстви республикипе анлă проект ӗçлеме пуçлани çинчен пӗлтернӗ. 2026 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа пӗтӗм республика пӗрлӗхлӗ централизациленӗ диспетчер служби çине куçнă. Халӗ, кирек ăçта пулсан та, Хусантан пуçласа аякри районсем таранах, «103» номерлӗ шăнкăрав пӗрлехи центра лекет, унтан сирӗн пата çывăхри бригадăна ярӗç.
-
Тутарстанра çуркунне иртнӗ ял хуçалăх ярмарккисенче 642,8 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă
Республикăра çурхи ял хуçалăх ярмарккисен сезонӗ вӗçленчӗ. Çичӗ эрне хушшинче пӗтӗмӗшле тупăш 642,8 миллион тенкӗпе танлашнă. Кун пирки ТР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пӗлтерет.