СВО хутшăнакансене ӗçе вырнаçма палăртнă квотосем
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ятарлă çар операцине хутшăнакансене ӗçе вырнаçма палăртакан квотăсене çирӗплетекен закона алă пуснă. Документ официаллă пичетленсе тухсан (сентябрӗн 1-мӗшӗнчен) вăя кӗрет, республикăри 200 ытла çын ӗçлекен мӗнпур организацие пырса тивет. Кун пирки ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтерет.
Документпа килӗшӳллӗн, штатра 200 ытла çын ӗçлекен рееспубликăри предприятисем СВО хутшăнакансем валли ӗç вырăнӗсен 1 процентне уйăрмалла. Ку вăл кашни çӗр сотрудникран сахалтан та пӗри ятарлă çар операцине хутшăнакан пулмаллине пӗлтерет. Закон кашни организацие –промышленность, транспорт, строительство, суту-илӳ, пулăшу сферисен тата ытти предприятисене пырса тивет, вӗсем патшалăхăн е уйрăм çынсен аллинче пулсан та.
Закон граждансен икӗ категорине – ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе Раççей Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен тӗллевӗсене пурнăçлама пулăшакан организацисемпе (доброволецсен подразделенисем, çарпа строительство отрячӗсем тата ытти йӗркеленӳсем) контракт тунă çынсене пырса тивет.
Çӗнӗ закон СВО хутшăнакансене социаллă интеграцие тата професси тӗлӗшӗнчен адаптаци иртме пулăшать. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – çар çыннисене граждан пурнăçне таврăнма пулăшасси, тивӗçлӗ ӗçпе тивӗçтересси.
Çӗнӗ правилăсем ӗç паракансене çак категорири граждансемпе мӗнле ӗçлемеллине лайăхрах ăнланма тата вӗсене ӗçпе тивӗçтерес ыйтăва системăллă татса пама пулăшӗç. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствинче закона пурнăçлама кирлӗ механизмсемпе инструментсем хатӗрлени çинчен пӗлтернӗ.
200 ытла çын ӗçлекен компанисемшӗн çӗнӗ закон штат расписанине çӗнӗрен пăхса тухмаллине тата сотрудниксене ӗçе илне чухне СВО хутшăнакансене приоритетра тытмаллине пӗлтерет. Вакансисем çитмесен ӗç параканăн хушма вырăнсем йӗркелеме е персонала çӗнӗрен вӗрентмелле. Квотăна пурнăçламаншăн штрафсем хальлӗхе кӗртмен-ха. Анчах çăмăллăхлă категорие ӗçе вырнаçтарассинчен пăрăннăшăн малашне яваплăх мерисем йышăнма пултарассине те шута илмелле.
Çав вăхăтрах патшалăх ӗç паракансене те пулăшусăр хăвармасть: СВО хутшăнакансене ӗçе вырнаçтаракан компанисем налог çăмăллăхӗсемпе субсидисем парӗç тата ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче консультацисем ирттерме пулăшӗç.
Ӗçе вырнаçас текен ветерансем пурăнакан вырăнти халăха ӗçпе тивӗçтерекен центрсене каймалла. Центр ӗçченӗсем квотăпа пулăшакан предприятисенче вакансисем суйлама пулăшӗç, çӗнӗрен вӗрентес тата резюме хатӗрлес ыйтусемпе канашлӗç, çавăн пекех хушма пулăшу мерисем (çăмăллăхсем, çурт-йӗр субсидийӗсем, компенсацисем) çинчен каласа парӗç.
Закона паян, апрелӗн 28-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă. Ӗç паракансене штат йышне малтанах тишкерме, квота кӗртесси çинчен калакан вырăнти актсене йышăнма сӗнеççӗ.
Каласа хăвармалла, паянхи куна Тутарстанра 200 ытла çын ӗçлекен 1,5 пин ытла организаци регистраци иртнӗ. Çак предприятисем çулталăк хушшинче пин ытла ятарлă çар операцине хутшăнакансене ӗçпе тивӗçтерме пулăшӗç.
Ветерансем ӗçе вырнаçни – мирлӗ пурнăçа таврăнмалли чи пӗлтерӗшлӗ тапхăрсенчен пӗри пулса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев