Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çуркунне иртнӗ ял хуçалăх ярмарккисенче 642,8 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă

Республикăра çурхи ял хуçалăх ярмарккисен сезонӗ вӗçленчӗ. Çичӗ эрне хушшинче пӗтӗмӗшле тупăш 642,8 миллион тенкӗпе танлашнă. Кун пирки ТР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Çулталăк каялла ку сумма 181,3 миллион сахалрах пулнă. 40 процента яхăн ӳсни –  формат кирлӗлӗхне тата усламçăсем вырăнти производителе шаннине кăтартать. 

Çичӗ эрне хушшинче, февраль уйăхӗн вӗçӗнчен пуçласа апрель уйăхӗн варриччен, Тутарстанри чи пысăк хуласемпе районсен площадкисенче вырăнти фермерсемпе ял хуçалăх производителӗсем çынсене хăйсен продукцине йӳнерех хакпа туянма сӗннӗ. Яланхи пекех ярмарккасем Хусанта 14 площадкăра, Çырчаллипе Ешӗлвар районӗнчи 2 площадкăра, Анат Кама районӗнчи 3 площадкăра иртнӗ.

Суту-илӳ статистики çапларах:

  • Пахча çимӗç – 760 тонна. Çӗрулми, купăста, кишӗр тата сухан  туяннă хула çыннисем.
  • Аш-какай  – 661,3 тонна. Ӗне ашӗ, сысна ашӗ, така ашӗ тата кайăк-кӗшӗк ашӗ.
  • Сӗт – 134,6 тонна. Республикăра пурăнакансем тин сунă сӗте цистернăран тӳрех туянма май пуррине хакланă.
  • Чăх çăмарти –1,1 миллион ытла.
  • Сахăр – 216,8 тонна.

Унсăр пуçне, йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, ярмарккана килекенсем çăнăх, тип çу тата пулă ыйтнă. Ассортимента усламçӗсен кашни эрнере пуянлатсах тăнă.

Тутарстанри ярмарккасен формачӗ хăйӗн тухăçлăхне тахçанах кăтартса панă.  Агропромышленность комплексне аталантарасси тата çӗршывра пурăнакансене апат-çимӗçпе тивӗçтересси –  «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Тутарстанри ярмарккасем çак тӗллевсене регион шайӗнче пурнăçлама пулăшакан инструмент пулса тăрать.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство