Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2027 çулта хăтлăх кӗртмелли вырăнсемшӗн сасăлав пырать

Обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртмелли Пӗтӗм Раççейри сасăлава Тутарстанра 100 пин ытла çын хутшăннă. Кампани апрелӗн 21-мӗшӗнче пуçланнă, июнӗн 12-мӗшӗччен пулать, кăçал улттăмӗш хут иртет. Кун пирки ТР Çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Кăçал республикăра пурăнакансем хăйсен сассине уйрăм районти е хулари 178 вырăнран пӗрне пама пултараççӗ. Сăмах 2027 çулта çӗнетме пултаракан парксем, скверсем тата картишсем пирки пырать. Сасăлава хутшăнни суйланă вырăна хăтлăрах та  илемлерех тума пулăшать.

Республикăра пурăнакансен хăйсен сассине темиçе меслетпе пама пултараççӗ.  Чи хăвăрт вариант – онлайн мелпе сасăласси. Кун валли 14 çултан аслăрах пулмалла. Сасăлава проектăн официаллă сайтӗнче е «Госуслуги. Решаем вместе» мобильлӗ приложенире иртме пулать. Çавăн пекех «Добрый Татарстан» тесе çырнă тумлă волонтерсене обществăлла  вырăнсенче – суту-илӳ центрӗсенче, парксенче тата  урамсенче – тупса сасăлама пулать. Вӗсем сасăлама  планшет параççӗ, порталта регистраци иртме пулăшаççӗ, пур ыйтусем çине те хурав парӗç. Пӗлтӗр доброволецсем 40 пин ытла информаци буклечӗ валеçсе пин-пин тутарстан çыннине хăйсен суйлавне тума пулăшнă.

Асра тытмалла, пӗр вырăншăн çеç сасăлама пулать, çавăнпа суйлава шухăшласа тумалла.

Сасăлав «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗн «Формирование комфортной городской среды» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: благоустройство голосование нац проект Нацпроект "Инфраструктура для жизни"