Пӗрисем пуçтараççӗ, теприсем салатаççӗ
Ака уйăхӗ те вӗçленсе килет. Тавралӑха сӑнасарах пӑхсан куç тӗлне тем те пӗр, тасамарлăх тухса тăрать. Парксенче, çырмасенче, çулсем хӗррисенче мӗн кăна йăваланса выртмасть пулӗ? Çапла кашни çулах республикăра тирпей-илем кӗртмелли çурхи экологи уйăхлăхӗ пуçланать.

Пӗрисем пӑрахаççӗ, теприсем пуçтараççӗ çӳп-çапа. Мӗншӗн çакна ыттисем ӑнланмаççӗ? Тасалӑхра пурӑнни хамӑршӑн-çке. Пурте пӗрле кар тӑрса яла тирпейлеме тухсан аван пулӗччӗ. Тӑрӑшса ӗçлесен тăван ял тата хитреленӗ. Çак ырă йăлана ачасене те явӑçтарсан аван пулӗччӗ. Ятарлӑ палăртнă вырӑнсенче контейнер лаптӑкӗсем вырнаçтарса лартнӑ. Çав тӗле çеç пӑрахмалла çӳп-çапа. Çук вӗт, хӑшӗсем çакна ӑнланасшăн мар.

Кирлӗ мар вырăна тăкса чăрмав кӳреççӗ. Кашни çулах ӗç коллективӗсем, культура тытăмӗнче тăрăшакансем, шкул ачисем ӗç вырăнсенчи лаптăксене типӗ курăк, хăрăк турат, çӳп-çап пуçтарма тухаççӗ. Палăксен йӗри-таврашне те хăтлăх кӗртеççӗ.
Пӗрре çапла киле утнӑ май ман умра шкул ачи чипсы çисе пычӗ. Пушансанах пакетне кӗсйине чиксе хучӗ.
– Мӗншӗн çул хӗррине пӑрахмастӑн? – тесе ыйту патӑм мӗн калать-ха ку тесе.
– Ара, кайран хамӑрӑнах пуçтармалла пулать вӗт, – терӗ хирӗç.
– Тӗрӗс тӑватӑн, çакна кашнинех ӑнланмалла та вӗт, – терӗм савӑнса.
Ачаранах экологи пӗлӗвне аталантарнине, тирпейлӗхе хӑнӑхса ӳснине ырламалла. Тавралӑха упрама пӗлни темрен паха. Ыттисем те çакна ӑнлансан тӑван тӑрӑх тирпейлӗ те хӑтлӑ пулӗччӗ. Ыттисен ӗçне хисеплеме вӗренесчӗ.
Юрий Адъютантов.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев