Чечен чӗлхине «Яндекс-Куçаруçа» хушнă
Халӗ шыравра чеченла ыйтма пулать, чечен чӗлхипе çырнă текстсене çӗр ытла чӗлхене куçарма ирӗк пур
Вăл Яндекс тытӑмне хушнӑ Раççей халӑхӗсен вунтӑххӑрмӗш чӗлхи пулса тӑчӗ. Чечен чӗлхи кунӗ умӗн пулса иртнӗ ку савăнăçлă çӗнӗлӗх. Чăваш чӗлхи кунӗ пекех Чечен чӗлхи кунне апрелӗн 25-мӗшӗнче паллă тăваççӗ.
Чечен Республикин пуçлăхӗ Рамзан Кадыров çакă тăван чӗлхене упрама, аталантарма пулăшакан, хальхи вăхăтри цифрăллă прнăçра туллин усă курма май паракан çӗнӗлӗх пулнине палăртнă.
«Анчах чи кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ ӗçе çемьесенче пурнăçлатпăр. Килсерен чечен чӗлхи илтӗнсен, ашшӗ-амăшӗ ачисене тăван чӗлхине вӗрентсен чӗлхе пӗтмест, малалла аталанать», – хушса хунă вăл.
Яндекс тытăмне кӗртнӗ нахско-дагестан ушкăнӗнчи чӗлхесенчен пӗрремӗшӗ пулчӗ чечен чӗлхи. Раççей Халăхсен Çурчӗпе Чечен чӗлхин институчӗ пӗрле тăрăшса ӗçленин çитӗнӗвӗ тесе ăнланмлла кăна. Вӗсене Федераллă национальноçсен ӗçӗсен агентстви пулăшса тӗрев панă
Чечен чӗлхисӗр пуçне Яндекс-куçаруçă тата 18 чӗлхе «пӗлет»: тутар, пушкăрт, мари, туримари, удмурт, чăваш, якут, тува, осетин, коми, ирçе, мăкшă, бурят, манси, абаза, ногай, карачай-балкар тата кабардино-черкес чӗлхисене.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев