Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Васкавлă пулăшу «103» номерпе шăнкăравласа чӗнмелле

Паян, ака уйăхӗн 28-мӗшӗнче, хăйсен професси уявне – Васкавлă пулăшу ӗçченӗсен кунне – кашни кун пурнăç çăлакансем пурте паллă тăваççӗ: фельдшерсемпе тухтăрсенчен пуçласа диспетчерсемпе водительсем таранах. Шăпах çак паллă кун Тутарстанăн Сывлăх сыхлав министерстви республикипе анлă проект ӗçлеме пуçлани çинчен пӗлтернӗ. 2026 çулхи апрель уйăхӗнчен пуçласа пӗтӗм республика пӗрлӗхлӗ централизациленӗ диспетчер служби çине куçнă. Халӗ, кирек ăçта пулсан та, Хусантан пуçласа аякри районсем таранах, «103» номерлӗ шăнкăрав пӗрлехи центра лекет, унтан сирӗн пата çывăхри бригадăна ярӗç.

Каласа хăвармалла, совет саманинчен хăнăхнă кивӗ «03» номер ӗçлеме пăрахнă. Халӗ республикăра васкавлă медицина пулăшăвне «103» номерпе кăна чӗнме пулать. Çавăн пекех васкавлă службăсен «112»  пӗрлехи номерӗ те ӗçлет – унпа темиçе служба тӗслӗхрен, полиципе васкавлă пулăшу кирлӗ чухне усă курма сӗнеççӗ.

2019 çултах ӗçе кӗртме пуçланă проект темиçе тапхăрпа хута кайнă. 2025 çулхи март уйăхӗнчен пуçласа Хусанта пӗрлехи центр ӗçлеме пуçланă, паянхи куна вара Тутарстанăн пӗтӗм территорийӗнче ӗçлет. Республикипе икӗ контакт-центр йӗркеленӗ – Хусанта тата Çырчаллинче. Вӗсем синхронлă ӗçлеççӗ: пӗр центр темле сăлтава пула ӗçлеме пăрахсан, иккӗмӗшӗ шăнкăравсене йышăнать.  Операторсем валли  ятарлă ӗç вырăнӗсем хатӗрленӗ, вӗсем IP-телефонсемпе, резервлă çыхăну каналӗсене усă кураççӗ. Диспетчерсем пурте пӗр алгоритмпа тата нормативсемпе ӗçлеççӗ.

Халиччен васкавлă пулăшун кашни бригадине пӗр района (подстанцине) çирӗплетнӗ. Çывăхри автомобиль кӳршӗ районта пулсан та чӗнӗве йышăнайман,  чӗнекенсен пулăшăва «хăйӗн» участокӗнчен килессе кӗтме тивнӗ.

Çӗнӗ проект хута кайнăранпа диспетчер вызов кӗтекен бригадăсене республика картти çинче курать. Хăш подстанци патне çирӗплетнине пăхмасăр çывăхри бригадăна пулăшăва ярать. Бригада пациента больницăна илсе çитернӗ хыççăн, хăйӗн базине таврăнмасăр тӳрех унтан çӗнӗ чӗнӳ илме пултарать.

Çакă пациент патне пымалли вăхăта самай кӗскетет, ресурссемпе тухăçлăрах усă курма май туса парать. Сывлăх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанăн пӗрлехи центрӗ сехетре 300 таран чӗнӳ йышăнать.

Çынсем валли пӗлме памятка: васкавлă пулăшăва мӗнле тӗрӗс чӗнмелле

Пулăшу май килнӗ таран хăвăрт килтӗр тесен диспетчера çак даннăйсене  пӗлтермелле:

  • Чӗнмелли сăлтава (мӗн пулнă: ырату, суран, тăн çухатни тата ытти те);
  • Чирлӗ çыннăн ячӗ (е паллă мар пулсан – арлăхӗ тата  çулӗ);
  • Тӗрӗс адрес (район, хула, урам, çурт, хваттер, код тата подъезд номерӗ);
  • Ориентирсем (лавкка, шкул, чарăну – бригада çурта хăвăртрах туптăр).

Информацие йышăннă фельдшер: «Эсир чӗннине йышăнтăмăр», – тесен, вăл адреса, вăхăта каланă хыççăн васкавлă пулăшу машинине кӗтмелле.

Централизациленӗ диспетчер службине туни – Тутарстанăн сывлăх сыхлавне çӗнетес ӗçре пӗлтерӗшлӗ утăм пулса тăрӗ. Халӗ ăçта пулсан та – нумай йышлă Хусанта е пысăках мар ялта, – пулăшу хăвăрт килес шанăç пысăк, ку текех «этем факторӗнчен» тата конкретлă подстанцирен килмест.

Тутарстанăн Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минздрав рт скорая помощь