Рустам Минниханов Игорь Крутойпа тӗл пулнă
«Новая волна» халăхсен хушшинчи фестивале кăçал та Тутарстанăн тӗп хули йышăнать.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов РФ халӑх артисчӗпе, çамрăк юрăçсен халӑхсен хушшинчи «Новая волна» конкурсне йӗркелекенӗпе, паллă композиторпа тата продюсерпа Игорь Крутойпа тӗл пулнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Тӗлпулу ТР Правительство Ҫуртӗнче иртнӗ. Çавăн пекех унта ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарат ертӳҫи Шамиль Гафаров, ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Фазлеева тата Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хутшӑнчӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Новая волна» фестиваль кӑҫал та Хусанта иртет. Рустам Миннихановпа Игорь Крутой фестивале йӗркелесе ирттерессипе çыхăннă чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.
«Новая волна» конкурса 2002 ҫултанпа пултаруллӑ ҫамрӑк артистсене тупса палӑртас тата пулӑшас, эстрада музыкин сферинче халăхсен хушшинчи культура ылмашăнăвне аталантарас, ҫӗнӗ музыкăна сарăлма пулăшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. 2014 ҫулччен вӑл Юрмалӑра (Латви), 2015-2019 ҫулсенче Сочире, 2021 тата 2024 ҫулсенче «Сириус» территорийӗнче иртнӗ.
Сăнӳкерчӗк: https://rais.tatarstan.ru/pressa/photoreports/photoreport/10830459.htm
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев