Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Малашне перекет шучӗ çине хунă укçа-тенкӗ программипе ӗçлеме меллӗрех пулӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа патшалӑхăн мар пенси фончӗпе договор тума тата нумай вăхăта перекет шучӗ çине хунă укçа-тенкӗ программине патшалăх услугисен порталӗ урлă хутшăнма пулать. Улшӑнусене РФ Патшалăх Думи иккӗмӗшпе виççӗмӗш вулавсенче ырланӑ.

Çавăн пекех договора льготăсене çухатмасӑр татма майсем те туса параççӗ. Халӗ, программӑна хутшӑннӑ çын укçа-тенке хунă хыççăн программăран тухма шутласан, вӑл патшалӑх софинансированийӗсӗр тăрса юлать, çав шутра малашне те çакăн йышши договорсен çырнă чух те. Темиçе договор пулсан, вӗсенчен пӗрне те пулин хупма хатӗрленсен те çав принципах ӗçлет.

Çӗнӗ правилӑсемпе программăна хутшăнакан патшалăх софинансированине илмен пулсан нумай вăхăта укçа-тенке перекете хывма çырнă договора татма пултарать. Пӗр услови – енчен те вăл ăна апрелӗн 1-мӗшӗччен туса ӗлкерет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: финансовая грамотность