Ултавçăсен усă куракан тăватă схема
Пӗлтӗр 2023 çулти кăтартусемпе танлаштарсан çынсен банк карттисем тата вӗсен шутӗсем çинчен шулӗксем икӗ хут ытларах укçа вăрланине пӗлтерет Раççей Банкӗ.
Уултавçăсене укçа-тенке хăйсен шучӗ çине куçарма нумай чухне сиенлӗ программăсем пулăшаççӗ. Вӗсемпе усă курса вăрттăн кодсене пӗлме те, банкăн приложенине кӗме те пулать.
Нумай чухне усал шухăшлă çынсем анлă сарăлнă тăватă схемăпа усă кураççӗ. Вӗсем договора малалла тăсма сӗнсе, сăмахран, мобильлӗ çыхăну операторӗпе, банк хăрушсăрлăхӗн службин сотрудникӗсем тата полиципе прокуратура ӗçченӗсем ятӗнчен, патшалăх паракан тӳлевсемпе пулăшăва илме пулăшакансем пек шăнкăравлаççӗ.
Сиенлӗ приложенисене вӗсем е СМС, е мессенджерсене, е электронлă почта, е интернетра реклама урлă яраççӗ.
Анчах юлашки вăхăтра Банксем картта операцийӗсене тӗрӗслесе тăма тытăннă хыççăн ултавçăсем çынсене укçа-тенке алăран пама ыйтаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев